Комментари хушас

8 Утă, 2015

УКÇА КУРĂКĔ СИПЛЕТ

Эрозивлă гастритпа аптракансене диетăна çирĕп пăхăнни тата укçа курăкĕпе /ярутка полевая/ сипленни сывлăха лайăхлатма пулăшать.

Диета

Сиплев курсне тытăниччен пĕр эрне маларах диетăна çирĕп пăхăнма пуçламалла. Сиплев вăхăтĕнче те, ун хыççăн та диетăпа пурăнмалла.

Кашни ирех сĕлĕ пăтти /шывпа пĕçерни килĕшмесен сĕтпе шыва çурмалла хутăштарма юрать/ çимелле. Çăкăр - шурри кăна, пулă - çуллă марри, шывра пĕçерни е пăшăхлани. Çуллă мар какай - пĕçерни. Яшка хатĕрленĕ чухне какай ярса малтан пĕçернĕ шÿрпине тăкнă хыççăн çĕнĕрен шыв ярса вĕретмелле. Çăмартана калакла е хăпартса пĕçермелле. Кашни кун е кун сиктерсе нимĕн те хушман хĕвелçаврăнăш халви 50-100-шер грамм çимелле.

Рационран ăшаланă, маринадланă, пăрăçлă çимĕçсене, соуссене, лавккари сĕткенсемпе лимонадсене, хăвăрт хатĕрлемелли апата, тутлă чустаран пĕçернĕ кукăль-булкăна, хăш-пĕр пахча çимĕçпе улма-çырлана пачах кăлармалла. Çав шутра - кирек мĕнле купăста, йÿç кăшман, редиска, çарăк, хĕрен, симĕс сухан, банан, апельсин, чĕрĕ абрикос, чие, гранат, крыжовник, слива, помидор, пăлхар пăрăçĕ. Кишĕре - пĕçернине кăна, панулмине хуппинчен тасатса тата кăштах çиме юрать. Тăтăшрах, сахалшарăн çийĕр - хырăмлăх ялан ĕçлетĕр. Пĕрле сушка е килте типĕтнĕ шурă çăкăр чиксе çÿремелле, вĕсене апатсен хушшинче çимелле. Пирус туртакансен çак сиенлĕ йăлана пачах пăрахмалла е виçине çурри таран та пулин чакарма тăрăшмалла. Нихăçан та выç хырăмла ан туртăр!

Шур çырлипе

Чир вĕрĕличчен /вăл сезонпа çыхăннă пулсан/ пĕр уйăх маларах сипленме пуçламалла. Чĕрĕ е шăнтнă шур çырли /клюква/, крахмал, 5 процентлă йод спирт шĕвекĕ, укçа курăкĕ /тунисĕр/ кирлĕ.

Шур çырлинчен кĕсел пĕçермелле: çур литр кĕсел валли çур стакан çырла, тутă кĕмелĕх сахăр, кăштах крахмал илмелле. Лавккари брикетпа сутакан кĕселе ан туянăр. Шур çырли кĕселне кунне пĕрре, ирхине выç хырăмла, апатчен 30 минут маларах ĕçмелле.

Ирхине тăрсанах ăна сивĕтмĕшрен кăлармалла, стакана 150 миллилитр ярса илмелле тата пĕрремĕш кун 1 тумлам йод тумлатмалла. Йывăç патакпа лайăх пăтратмалла, çăнăх пуличчен вĕтетнĕ типĕ укçа курăкне чей кашăкĕн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ хушса татах питĕ тĕплĕ пăтратмалла. Хутăша пĕчĕк сыпкăмсемпе ĕçсе ямалла. 1-2 минутран çурăм çине выртмалла, майĕпен çаврăнкалама пуçламалла: малтан - сулахялла, унтан - сылтăмалла, каялла. Çапла 2-3 хут. Тăмалла, халĕ хăвăрăн кулленхи ĕçсене тытăнма пултаратăр.

Иккĕмĕш кунне кĕселе - 2 тумлам йод, малалла 3-шер тумлам хушмалла. Сиплев курсĕ - 3 эрне. 10 кун тăхтанă хыççăн 10 кунлăх тепĕр курс ирттермелле.

Сипленме пуçланă хыççăн 2-3-мĕш кунсенче хырăмлăхра кăштах канăçсăрлантарма пултарать. Ку - лăймака сий реакцийĕ. 3-4-мĕш кунсенче хăвăра лайăхрах туйма пуçлатăр: ыратни лăпланать, кăкăр хĕртни иртет, тула тухасси йĕркене кĕрет, аппетит уçăлать, кĕлетке çăмăлланса каять. Кăкăр хĕртни иртмесен кĕселе укçа курăкĕн порошокне çур чей кашăкĕ хушни пулăшĕ.

Пĕртен-пĕр асăрхаттару: сиплевре йодпа усă курнă май çак мел щит евĕрлĕ пар чирлĕ çынсене юрамасть.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.