Комментари хушас

6 Чÿк, 2014

ХУППИНЕ АН ПĂРАХĂР

Сухан хуппипе организма сыватма пулать. Унăн сиенлĕ витĕм пачах çук, вăл такама та юрать.

  • Атеросклерозран 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ сухан хуппине 100 миллилитр шурă эрехе ярса пÿлĕмри тĕттĕм вырăнта 1 эрне лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах 20 тумлам настойкăна 1 апат кашăкĕ тасатман хĕвел çаврăнăш çăвĕпе хутăштарса ĕçмелле. 2 эрне сипленмелле. 10 кун тăхтанă хыççăн тепĕр курс ирттермелле.
  • Шăнса пăсăлнипе, аллергие пула сунас пуçлансан 4 апат кашăкĕ вĕтетнĕ сухан хуппине вĕрекен 1,5 литр шыва ямалла. Пăсĕпе 3-5 минут сывламалла.
  • Варикозран сипленнĕ чухне 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ сухан хуппине 100 миллилитр шурă эрехе ямалла. Пÿлĕмри тĕттĕм вырăнта 1 эрне лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 2-3 хут апатчен 30 минут маларах 20-шер тумлам ĕçмелле. Курс - 10 кун.
  • Геморрой аптратсан 4 апат кашăкĕ сухан хуппине 2 литр сĕте ямалла. Вĕреме кĕртмелле те вăйсăр çулăм çинче 10 минут пĕçермелле. Пÿлĕм температуринче сивĕниччен лартмалла, сăрăхтармалла. Шĕвеке тарăн мар сарлака савăта ямалла, унта 10 минут лармалла.
  • Типĕ ÿслĕкрен 2 апат кашăкĕ сухан хуппине 2 стакан шыва ямалла. Вĕреме кĕртмелле те вăйсăр çулăм çинче 15 минут пĕçермелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Шĕвеке кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах 50-шар миллилитр ăшăлла ĕçмелле.
  • Шăнса пăсăлсан иммунитета вăйлатма 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ хуппа, 1 ывăç хыр лăссине, 1 чей кашăкĕ вакланă пылак тымара, 2 апат кашăкĕ шăлан çырлине 2 литр шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 15-20 минут вĕретмелле. Унтан шĕвеке термоса ярса 10-12 сехет лартмалла. Кунне 3 хут чей вырăнне ĕçмелле.
  • Пыр ыратсан 2 апат кашăкĕ сухан хуппине 2 чей кашăкĕ эмел курăкĕн чечекĕпе хутăштармалла. Çур литр сивĕ шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 15 минут вĕретмелле, çулăм çинчен илсен 4 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Шĕвекпе пыра кашни сехетре чÿхемелле.

Шута илме: сывă сухан хуппипе кăна усă курмалла, çĕрме, типме пуçлани юрăхсăр.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.