Вăрнар районĕ

10 Çурла, 2018

Пĕрлехи вăйпа – çул та, парк та

Общество инфратытăмне вырăнти пуçарусене тĕпе хурса аталантарасси пирки калакан указа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕлтĕр алă пуснăччĕ. Çак программăпа иртнĕ çулах питĕ анлăн усă курма пуçларĕç, ун чухнех 100 ытла проекта пурнăçа кĕртрĕç. Кăçал вара вĕсен шучĕ икĕ хут ытла ÿсрĕ: 210-а çитрĕ. «Пуçаруллă бюджетировани» текен программăна Вăрнар районĕнче пурăнакансем те хапăлласа йышăннă.

10 Çĕртме, 2018

Манас марччĕ иртнине, несĕлсен пуянлăхне!

Чăвашсемшĕн Акатуй сумлăх, чыслăх çулсерен! Икĕ пин те пуль çак туй пирĕн пурнăç йĕркинче!

Çапла каласа хавхаланатпăр, мăнаçланатпăр эпир хамăрăн авалхи уявпа — Акатуйпа. Ака ĕçĕсем хыçа юлчĕç, çĕр канать, вăй илсе çĕнĕ тухăç парнелеме хатĕрленет. Çак самантра ял çынни канать, савăнать, çĕрпе сухапуç туйне кĕрлеттерет. Паян-ыран Чăваш Енри районсенче Акатуйсем питĕ йышлă иртеççĕ.

26 Авăн, 2017

Хăнара кăмпа яшки çисе наркăмăшланнă

Вăрнар районĕнче ĕнер ултă çын кăмпа çисе наркăмăшланнă. Вĕсене каçхи çичĕ сехетре районти тĕп больницăна илсе çитернĕ. Тÿрех палăртар: халĕ вĕсем хайсене аван туяççĕ.

16 Авăн, 2017

Паян Вăрнар районĕ 90 çулхи юбилейне уявлать

Паян Вăрнар районĕ хăйĕн çуралнă кунне паллă тăвать. Муниципалитета официаллă майпа 90 çул каялла авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче йĕркеленĕ.

Pages