Комментари хушас

16 Авăн, 2017

Паян Вăрнар районĕ 90 çулхи юбилейне уявлать

Паян Вăрнар районĕ хăйĕн çуралнă кунне паллă тăвать. Муниципалитета официаллă майпа 90 çул каялла авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче йĕркеленĕ.

Паллă куна кĕтсе илнĕ май вăрнарсем Совет Союзĕн тăватă паттăрне: Анатолий Иванов, Степан Илларионов, Алексей Иванов, Федор Ашмарова – мăнаçланса палăртаççĕ. Ĕç паттăрĕсем унта – 15-ĕн. Праски Витти художник та, Анатолий Емельянов, Дмитрий Кибек, Юрий Айдаш, Иван Ивник, Спиридон Толмасов /Шăпчăк/ çыравçăсем те Вăрнар çĕрĕ çинче çуралса унта хăват илнĕ.

Ял хуçалăхне аталантарассипе юлашки çичĕ çулта муниципалитет республикăн тĕп зонинче пĕрремĕш вырăн йышăнать. Тирпейлекен производствăна илсен хими промышленноçĕ пысăк пай йышăнать, мĕншĕн тесен унта «Август» фирмăн Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ вырнаçнă. Çулталăкра пĕр миллиард тенкĕ ытлалăх продукци кăларать çав предприяти. Ун пеккисем татах пур унта: Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, «Чувашкабельмет».

Район юбилейне тĕрлĕ шайри пуçлăхсем, предприяти-организацире ĕçлекен маттурсем хутшăнаççĕ.