Хăнара кăмпа яшки çисе наркăмăшланнă

26 Авăн, 2017

Вăрнар районĕнче ĕнер ултă çын кăмпа çисе наркăмăшланнă. Вĕсене каçхи çичĕ сехетре районти тĕп больницăна илсе çитернĕ. Тÿрех палăртар: халĕ вĕсем хайсене аван туяççĕ. Кун пирки "Хыпар" издательство çуртне Вăрнар район администрацийĕн инфекци уйрăмĕн заведующийĕ Надежда Николаева пĕлтерчĕ.

Тутлă апатпа наркăмăшланнă вăйпиттисем Çавалкасси ялĕнчи пĕр хĕрарăма ĕçлесе пулăшма пуçтарăннă. Ырă кăмăллă çынсене кил хуçи тав тăвассишĕн кăмпа яшки пĕçернĕ, хăй те юратсах çинĕ. Анчах апатланнă хыççăн пĕр сехет те иртмен, пурте аптăраса ÿкнĕ. Арçынсенчен пĕри уйрăмах халсăрланнă. Йывăр аптăранăскерсене çĕр каç реанимаци уйрăмне вырттарнă, паян вĕсене инфекци уйрăмне куçарнă. Надежда Николаева заведующи хытах муритленнĕ арçын та ĕнер каçах хайне çăмăл туйма пуçланине пĕлтерчĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас