Атăла — çĕнĕ сывлăш

16 Утă, 2020

«Экологи» наци проектне кĕрекен «Атăла сыватасси» регионти проектпа килĕшӳллĕн Вăрнарта хуçалăхпа йăла каяшĕсен коллекторĕн тата тасатакан сооруженисен строительстви пырать.

Вăл талăкра 1800 кубла метр мăшкăлтăк шывне тасатмалла. Проект хакĕ — 406,60 млн тенкĕ. Ĕçе «Куçса çӳрекен 8 № механизациленĕ колонна» АО пурнăçлать. Кăçалхи чӳк уйăхĕччен обьекта хута ямалла.

ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Воробьев паян обьектра пулчĕ, строительство ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашрĕ.

www.hypar.ru Лариса НИКИТИНА сăн ÿкерчĕкĕсем
 

Комментари хушас