Усă курма

18 Авăн, 2014

ПАН УЛМИ УКСУСНЕ ТĔТТĔМРЕ УПРАÇÇĔ

Кăçал чылай тăрăхра пан улми çав тери ăнса пулнă. Пахчаçăсем улмуççисем турачĕсене аран йăтса ларни пирки пĕлтереççĕ. Çак ырлăхпа туллин усă курса юлма тăрăшмалла. Сывлăхшăн питĕ паха уксус хатĕрлесен аван.

Килти меслет

12 Авăн, 2014

Сиплĕ кавăн

Кавăн - чи пысăк çитĕнекен пахча çимĕç. Вăл тутлă та, усăллă та. Унра 12-14 процент /хăш-пĕр сортра 20 процент таран/ сахăр, фосфор, тăвар, магни, тимĕрпе кали пур. Кавăнран пĕçернĕ апат-çимĕçе çын организмĕ лайăх йышăнать. Вăл нихăçан та вар-хырăма пăсмасть.

5 Авăн, 2014

Çaмарта хуппине пaрахма ан васкaр

Нумайăшĕ тĕпелте çăмартана çĕмĕрнĕ чухне унăн хуппин усăлăхĕ пирки шухăшласах та каймасть пулĕ. Кирлине - çатмана, хуппине - çÿпĕ витрине. Анчах ас тăвăр, çăмарта хуппи çÿпĕ мар. Ăна тĕрлĕ çĕрте усă курма пулать. Вăл тĕрлĕ микроэлементпа пуян.

Пахчара тăпрана пулăхлатасси

Çăмарта хуппине пуçтарса пырăр, типĕтĕр, вĕтетĕр те çĕре чавас умĕн сапалăр. Пĕр тăваткал метра 100 çăмарта хуппи сапма юрать. Помидор, хăяр, çĕр улми пулмалли вырăнсемшĕн уйрăмах лайăх.

Пÿлĕмри чечексемшĕн те аван

4 Утă, 2014

Хура хурлăхан усси

Хура хурлăхан çырли аскорбин кислотипе, витаминпа, сахăрпа пуян. Цинга, юн, ревматизм чирĕсем чухне те хурлăхан çырли çиме сĕнеççĕ.

Вăраха кайнă тонзиллит, ангина, ларнингит, фарингит чухне шывпа хутăштарнă хурлăхан сĕткенĕпе (1:1) çăвара чÿхеççĕ.

Pages