Сиплĕ кавăн

12 Авăн, 2014

Кавăн - чи пысăк çитĕнекен пахча çимĕç. Вăл тутлă та, усăллă та. Унра 12-14 процент /хăш-пĕр сортра 20 процент таран/ сахăр, фосфор, тăвар, магни, тимĕрпе кали пур. Кавăнран пĕçернĕ апат-çимĕçе çын организмĕ лайăх йышăнать. Вăл нихăçан та вар-хырăма пăсмасть. Çавăнпа та ăна пÿрепе пĕвер чирĕсемпе аптракансене çиме сĕнеççĕ. Çавăн пекех вăл чĕре тата атеросклероз чирĕсемпе нушаланакансемшĕн, самăр çынсемшĕн те усăллă. Унăн вăрри вара - шĕвĕрĕлчене вар-хырăмран хăваласа кăлармалли чи лайăх хатĕрсенчен пĕри. Вăл ÿслĕкпе пĕвер чирĕсенчен те лайăх.

Хăш-пĕр çын шăк тухманнипе асапланать. Ун пек чухне кунне пĕр-икĕ хутчен кавăн пăтти е нимĕрĕ çимелле. Кавăнра кали нумай пулни организма пухăннă ытлашши шыва тула хăвалать.

Дыньăпа тата арпуспа танлаштарсан çак пахча çимĕç пуш-ака уйăхĕсемчченех лайăх упранать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.