ТИП ПЫР ШЫÇСАН

Тип пыр шыççи /трахеит/ тертлентерсен пăспа сывлани тата ăшăтакан компресс хуни ырă витĕм кÿрет.

Ингаляци

  • lЧейникпе шыв вĕретмелле. Ăна çулăм çинчен илмесĕрех пыл /100 миллилитр шыв пуçне - сахăрланнă пыл 1 апат кашăкĕ е шĕвĕ пыл 2 апат кашăкĕ/ хушмалла. Çак вăхăтра шĕвек кăшт кăна вĕретĕр. Унтан çулăма сÿнтермелле.

Чейник сăмсине 20 сантиметр тăршшĕ, тепĕр вĕçĕнче пластмасса варинккеллĕ резина пăрăх тăхăнтартмалла. Ун витĕр чейникрен тухакан сиплĕ пăспа 20 минут сывламалла.

Ингаляцие кунне 2 хут - ирхине тата каçхине çывăрма выртас умĕн - тумалла. Курс - сывлăх лайăхланиччен.

  • lÇĕр улмине çумалла, шыва ярса пĕçермелле. Шывне пĕтĕмпех тăкмалла мар, çĕр улмине хуппипех тÿмелле.

Савăта таса хутпа /хаçатпа мар/ чĕркемелле, унра пысăк мар шăтăк тумалла, ăна майĕпен анлăлатса пымалла, кайран хута пачах илмелле. Халĕ кастрюль тĕлне пĕшкĕнмелле, пуç çийĕн утиялпа витĕнсе çĕр улми пăсĕпе май килнĕ таран ытларах сывламалла. Курс - сывлăх лайăхланиччен.

Асăрханăр: ку меслет юн пусăмĕ ÿснипе аптаракансене юрамасть.

Компресс

  • Ăшă шывра йĕпетнĕ 2 листа шурă хута çÿхен пыл сĕрмелле. Сĕрмен таса енĕпе пĕр листине кăкăр çине, теприне çурăм çине хумалла. Полиэтиленпа витмелле, ăшă шарфпа çыхмалла. Компреса 2-3 сехет тытмалла. Курс - сывлăх лайăхланиччен.
  • 1 чей кашăкĕ апат содине 1 стакан ăшă шывра ирĕлтермелле. Шĕвекре пир пусмана йĕпетмелле, кăштах пăрса илмелле те кăкăр е çурăм çине хумалла. Полиэтиленпа тата ăшă ал шăллипе витмелле. 2-3 сехет тытмалла.

Чÿхеме

Календулăн 2 чей кашăкĕ аптека настойкине вĕренĕ ăшă 1 стакан шыва ярса пăтратмалла. Унпа пыра кунне 3-4 хут чÿхемелле.

Ĕçме

  • 2 чей кашăкĕ алоэ сĕткенне, 200 грамм пыла, 300 миллилитр типĕ иçĕм çырли эрехне хутăштармалла. Сулхăнрах тĕттĕм вырăнта 5 кун лартмалла. Кунне 3 хут апатчен 1 сехет маларах 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.
  • Пĕр виçепе тин юхтарнă хура йÿç кăшман сĕткенне тата пыла хутăштармалла. Кунне 3 хут апат хыççăн 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.