Тĕслĕх

5 Çурла, 2014

Кашнин сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла

Комсомольски районĕнчи Хирти Явăш ялĕнче пурăнакан Давыдовсене, чăн та, спорт сывлăш пекех кирлĕ. "Ăмăртусене хутшăнни, кашни кун тренировкăна тухни вăй-хăват парать, пурăнма хавхалантарать, яланах çĕнтерÿ патне талпăнас килет", - çирĕплетет кил хуçи Анатолий Клементьевич.

12 Утă, 2014

Канăçсăр çын канлĕхе пĕлмест

Савăк кăмăлĕпе, тапса тăракан хастарлăхĕпе тÿрех хăйсен енне çавăракан çын кашни ялтах пур. Çавсен йышĕнчи пултаруллă арçынпа паллаштарас килчĕ вулакансене. Унпа тĕл пулма ятарласа Чатукасси тăрăхĕнчи Çĕнĕ Выççăлккă ялне çитрĕм.

15 Çу, 2014

Кашни ăмăртуран - парнепе

Ярмушкасем спортпа туслине пĕрре мар илтнĕ. Пĕрремĕш хут вĕсем çинчен район администрацийĕнче ĕçченĕ каласа панăччĕ. Çав тапхăртанпах Вăрнар тăрăхне кайса курас шухăшпа пурăнтăм. Çула тухма вăхăт тупрăмах: ăста спортсменсем патне шкула васкарăм.

Шкул ача-пăча сассипе илемлĕ

6 Çу, 2014

Паттăрсем - хамăр хушăрах.

Чăнах та çапла. Нумай чухне эпир ĕмĕр пĕлекен çыннăн пурнăçне нимĕн чухлĕ те тĕшмĕртместпĕр иккен. Пĕлсен – тĕлĕнетпĕр.

Валерий Анатольевич Кузнецова пирĕн тăрăхра лайăх пĕлеççĕ. Çапах унăн паттăрлăхĕпе пурте тивĕçлипе мухтанмаççĕ-ха. Хăйĕнпе пĕр ÿсĕмрисемшĕн вăл – Валери, çамрăккисемшĕн – тете, çемьешĕн – юратнă мăшăр, атте, кукаçи, тăван тăрăхшăн, çĕр-шывшăн – паттăр çын.

Pages