Паттăрсем - хамăр хушăрах.
Чăнах та çапла. Нумай чухне эпир ĕмĕр пĕлекен çыннăн пурнăçне нимĕн чухлĕ те тĕшмĕртместпĕр иккен. Пĕлсен – тĕлĕнетпĕр.
Валерий Анатольевич Кузнецова пирĕн тăрăхра лайăх пĕлеççĕ. Çапах унăн паттăрлăхĕпе пурте тивĕçлипе мухтанмаççĕ-ха. Хăйĕнпе пĕр ÿсĕмрисемшĕн вăл – Валери, çамрăккисемшĕн – тете, çемьешĕн – юратнă мăшăр, атте, кукаçи, тăван тăрăхшăн, çĕр-шывшăн – паттăр çын.
1959 çулта Патăрьел районĕнчи Анат Туçа ялĕнче çуралнă Валерий Анатольевич. 8 çулта амăшĕсĕр юлнă. Унсăр пуçне тата виçĕ шăллĕ, чи кĕçĕнни 9 уйăхра çеç. Йывăрлăха кăштах çăмăллатас тесе ашшĕ çулталăкран авланать. Анчах çĕнĕ арăмĕ арçынна хăйсем патне илсе каять. Çук, кайма килĕшмест Валери ашшĕпе пĕрле, килĕнчех асламăшĕпе тата ашшĕн аппăшĕпе юлать. Ăна кура шăллĕсем те. Çапла тăватă ывăла икĕ хĕрарăм ÿстерсе çитĕнтерет. /Каярах пурте аслă пĕлÿ илнĕ: иккĕшĕ - çар çынни, иккĕшĕ - инженер/.
«Асанне анне вырăнĕнче пулнă пирĕн, аппа - атте вырăнĕнче. Аппа çирĕп ыйтатчĕ, асанне çав тери ырă кăмăллăччĕ. Тавах вĕсене пире ÿстернĕшĕн, - тет Валерий Анатольевич. - Пирĕнтен чăн-чăн арçын тăвас тесе хамăр тăван - Совет Союзĕн Геройĕ Павел Ефимович Кузнецов та нумай тăрăшнă. Унсăр пуçне кÿршĕре пурăнакан Петр Иванович Кузнецов ал ĕçне нумай вĕрентнĕ. Колхозра инженер-строительте тăрăшаканскер пире час-часах хăй патне ĕçе илсе каятчĕ, стройка вăрттăнлăхĕсемпе паллаштаратчĕ.
Ун чухне вăрçă ветеранĕсем чылайăн пурăнатчĕç. Эпир вĕсенчен тĕслĕх илеттĕмĕр. Пушă вăхăтра кĕнеке нумай вуланă. Пĕррехинче Николай Чуковскин «Балтийское небо» кĕнекине вуласа тухрăм. Летчиксен пурнăçĕ кăсăклантарчĕ. Çавăн евĕр кĕнекесене татах тупса пама ыйтрăм. Вениамин Каверинăн «Два капитана» романне, Александр Покрышкинăн мемуарне вуласа тухсан çар летчикĕ пулас ĕмĕт çуралчĕ. Кÿршĕ ачипе Валерий Барановпа самолетсемпе планерсен моделĕсене тăваттăмăр, сывлăшра «çапăçусем» ирттереттĕмĕр. Тури Туçа вăтам шкулĕнче вĕреннĕ вăхăтра çар летчикĕ пулас ĕмĕт çирĕпленсе çитрĕ.
Çак шкулта темиçе ял ачи вĕренетчĕ. Унта пулас мăшăрпа, кÿршĕ ял хĕрĕпе Надя Галкинăпа, паллашрăм. Хамăн ĕмĕте пĕлтерсен вăл ырларĕ çеç.
Анчах медкомисси мана пăрахăçларĕ. Сăмсара чир пур тесе çар институтне вĕренме каймашкăн справка памарĕ. Çакă маншăн мĕн тери пысăк пăшăрхану пулнине никам та ăнланаймасть. Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕтĕм, çулталăкран мана çара кайма май пуррине пĕлтерчĕç. Ку манăн ĕмĕте пурнăçламалли пĕртен-пĕр шанчăк пулнине туйса пĕр сăмахсăрах килĕшрĕм. Çапла эпĕ САЛТАК пулса тăтăм.»
Ленинград облаçĕнчи çар округне, вертолетсене вĕçеве хатĕрлекен механиксене вĕрентнĕ çĕре, лекнĕ вăл. Пултаруллă çамрăка эскадрилья командирĕ тÿрех асăрханă, вĕçев училищине кайма сĕннĕ. Хальхинче çар медкомиссийĕ витĕр чиперех тухнă, экзаменсене ăнăçлă тытса Сызраньти авиаци училищин курсанчĕ пулса тăнă.
«Вертолета пĕрремĕш хут ларсан ку машинăпа ĕмĕрне те вĕçме вĕренейместĕп пуль тесе шухăшланăччĕ. Каярах çакна юлташсене пĕлтертĕм те – вĕсем те малтан çаплах шухăшланине систерчĕç. Пĕрремĕш хут хам тĕллĕн вĕçнине нимĕнле сăмахпа та каласа параймăн. Чĕре юрлать, чун савăнать, сывлăшра хăв хуçа пулнине пĕтĕм тĕнчене пĕлтерес килет», - чунне уçать В.Кузнецов.
1979 çулта, Валери ун чухне иккĕмĕш курсра вĕреннĕ, пирĕн çарсем Афганистанра интернационал тивĕçне пурнăçлама тытăннă. Иккĕмĕш курс курсанчĕсем пурте хăйсене Афганистана яма ыйтса рапорт çырнă, анчах диплом илмесĕр унта яман. «Икĕ курс пĕтерсен кĕркунне отпуск пачĕç. Канма килнĕ чухне яланах Чĕмпĕр хулине чарăнаттăм. Унта ман савнă хĕр Надя ĕçлетчĕ. Хальхинче ун патне чарăнсан çемье çавăрас шухăша пĕлтертĕм. Пире малалла вĕренме Пугачев хулине куçармаллаччĕ. Килĕшрĕ Надя. Ку пурнăçăмри чи телейлĕ самант пулчĕ», - аса илет Валерий Анатольевич.
1982 çулта лейтенант званине илнĕ, Чехословакире хĕсметре тăнă. Çар çавăн пек вăл: вĕçнĕ-вĕреннĕ, вĕреннĕ-вĕçнĕ. 1986 çулта экипаж командирне лартнă ентешĕмĕре. Çийĕнчех Афганистана кайма пĕр эскадрилья хатĕрлеме хушу килнĕ. Ку эскадрилйăна Кузнецов экипажĕ те лекнĕ. Çемьепе сыв пуллашса /ку вăхăт тĕлне Кузнецовсен икĕ хĕр çуралнă/ çемье пуçĕ Узбекистана çул тытнă. Кунта вĕсене çĕрлехи вĕçевсене, çÿллĕ ту çине епле анса лармаллине вĕрентнĕ. Тепĕр икĕ эрнерен Афганистанри Кандагар хулине илсе кайнă. Çак хула çĕр-шывăн кăнтăр районĕнче вырнаçнă. Çурçĕр енче - çÿллĕ тусем, кăнтăр енче - Регистан пуш хирĕ.
«45-50 градус шăрăх. Пире бараксене вырнаçтарчĕç. Кашни пÿлĕмре кондиционер тата телевизор /унпа эпир 1 программа пăхма пултараттăмăр/. Пĕрремĕш кунах каçхи дежурствăна лекрĕм. Аэродром çийĕн 2 пин метр çÿллĕшне хăпармалла та Пакистан еннелле вĕçмелле. Хушăва пурнăçлатпăр. Йĕри-тавра тĕттĕм, пĕр çутă та курăнмасть. Сасартăк ман оператор: «Командир юлташ, аялта 5 мăшăр çутă!» - тет. Команда пунктне пĕлтеретпĕр. «Пĕтермелле!» - хушу илетпĕр. Ăна пурнăçлама малалла вĕçетпĕр. Сасартăк çутăсем сÿнеççĕ, нимĕн те курăнмасть. Çапах машинăна мĕн май çитнĕ таран аялалла антаратпăр та ракета хыççăн ракета яратпăр. Ун хыççăн пĕтĕм боекомплекта çĕр çинелле вăркăнтаратпăр. Унтан аэродром еннелле çул тытатпăр. Аялалла сăнаса пăхсан пысăк виçĕ çутă курăнать. Апла эпир 3 машинăна лектернĕ. Тепĕр ирхине разведушкăн çар хатĕрĕсем тиенĕ виçĕ автомашина пĕтнине пĕлтерчĕ. Ку манăн пĕрремĕш çар заданийĕ пулчĕ. Ун хыççăн миçе хушăва пурнăçланине шутласа та пĕтереймĕн, - калаçăва тăсать çар çынни пулнăскер. - Хăрушă самант тăтăшах пулнă. Пĕррехинче пирĕн çĕр тăрăх пыракан колоннăна хÿтĕлесе пыма тиврĕ. Колонна пуçĕнче - танк, хыçалта - БМП. Иккĕшне те персе лектернĕ. Çунакан техникăна айккинелле куçармалла, колоннăна малалла кайма çул уçмалла. Çакна кĕтнĕ те моджахедсем. Кун пек самантра колонна йĕркеллĕ тухаяс çук. Пире колоннăна çул уçса париччен çапăçăва кĕме хушаççĕ. Тĕтĕм-сĕрĕм, нимĕн те курăнмасть. Çул - сăртлă-туллă. Тусен хушшипе вертолета тытса пыма çав тери кансĕр. Топливо аэродрома çитмелĕх çеç. Çапах хушăва пурнăçласа малалла вĕçетпĕр. Сасартăк пирĕнтен 20-30 метрта взрыв кĕрлет, инçетрен пенипе çеç пирĕн вертолета лекейменни паллă. Анса ларнă хыççăн пирĕн вертолет ала пек шăтнине асăрхатпăр. Хамăр вара «кĕпепе» çуралнине ăнланса илетпĕр.
Пирĕн Союзран килекен е каякан самолетсене хăпарса çитиччен е анса лариччен хÿтĕлесе пымаллаччĕ. Вĕсем çар хатĕрĕсемпе те, çынсемпе те, апат-çимĕçпе те килетчĕç. Душмансем пирĕн самолетсене аялтан персе антаратчĕç. Пĕррехинче çапла разведушкăн ларнă вертолета сыхламалла пулчĕ. Вертолет анса лармалли вăхăт та çитсе пырать, аялта пире асăрхарĕç. Переççĕ те переççĕ. Эпир вертолета çĕр çине чиперех лартрăмăр, хамăр вара юраман çÿллĕшне антăмăр, пирĕн техника çÿллĕ йывăçсен тăррисене те лекрĕ. Ну, лекрĕ кайран командиртан. Юрать полк командирĕ Совет Союзĕн Геройĕ Извалов хута кĕчĕ, разведушкăн самолетне çăлса хăварнăшăн мухтарĕ те.
Питĕ йывăрччĕ. Çапах çемье çинчен аса илсен вăй кĕнĕ пек туйăнатчĕ. Пĕррехинче комбинезона çăватăп. Вăрттăн кĕсьере хут шыраса тупрăм. Уçса пăхатăп та – пĕчĕк тимĕр хĕрес тата 90-мĕш псалом. Ку «ĕçе», паллах, мăшăрăм кăна тума пултарнă. Пире атеист пек çитĕнтернĕ-çке-ха. Кăларса пăрахмарăм, каялла тирпейлесе чиксе хутăм. Вилĕм куçĕнчен миçе хутчен пăхмарăм-ши, çапах ялан чĕрĕ юлтăм. Апла мана çак япаласемех сыхласа пурăннă.
Чи хăрушши, чи йывăрри - вăрçăра юлташсене çухатни. 1987 çулхи ака уйăхĕнче Теренкот районĕнче ту çинче вырнаçнă афган батальонне çар хатĕрĕсем, апат-çимĕç, шыв çитерсе памалли çинчен хушу килчĕ. Вĕçме питĕ кансĕр. Пирĕн çул çинче моджахедсем сывлăшри самолетсенчен хÿтĕленмелли хатĕрсем йĕркеленĕ. Тепĕр кунхине çур полк çак хушăва пурнăçлама кайрĕ. Малтан икĕ МИ-8 десантниксемпе сывлăша çĕкленчĕ. Ун хыççăн - эпир. Малтанхисем кирлĕ çÿллĕше вĕçсе те çитеймерĕç, икĕ взрыв кĕрлесе кайрĕ. Икĕ МИ-8 çирĕмшер десантникпа пирĕн умрах сирпĕнчĕ. Ыттисем малаллах вĕçетпĕр. Хушнă çĕре çитетпĕр, десант анать, тиеве кирлĕ лапама антаратпăр та каялла таврăнма пуçтарăнатпăр. Çав вăхăтра тепĕр экипажа сывлăшра сирпĕтнине пĕлетпĕр. Çывăхрах тепĕрне лектернĕ. Çапла пĕр вĕçевре алла яхăн юлташа çухатрăмăр.
1987 çулта мана Афганистанран Калининграда куçарчĕç. Савнă мăшăр, икĕ хĕр еплерех савăнăçпа кĕтсе илнине калама та кирлĕ мар».
Ун хыççăн тĕрлĕ çĕрте хĕсметре тăнă Валерий Анатольевич. Офицерăн çĕр-шыв ăçта чĕнет - çавăнта каймалла: Калининград - Берлин – Калининград – Буденновск - Калининград. «Чечен вăрçи пуçланас умĕн нумай офицер хамăр халăхпа çапăçмастпăр тесе хăй ирĕкĕпе рапорт çырчĕ. Вĕсен шутĕнче эпĕ те. 1994 çултанпа эпĕ çар ретĕнче тăмастăп», - тет ĕнерхи летчик.
Çакăн хыççăн Калининград хулинче çемйипе пурăннă вĕсем. 1997 çулта яла отпуска килсен тăван килĕ хупăннине курнă, аппăшне тăванĕсем илсе кайнине пĕлнĕ. Кузнецовсем ăна тăван килне илсе килнĕ. Вăйран сулăннă ват çынна пăрахса хăварма пултарайман вĕсем, яла таврăннă. Халĕ аслă хĕрĕсем ÿссе çитĕннĕ, çемьеллĕ. 2001 çулта йыш хушăннă: виççĕмĕш хĕрĕ Валерия çуралнă.
Савăнаççĕ Кузнецовсем, хăйсене телейлĕ çынсем теççĕ.
Лера Кузнецова, Валентина Яковлева.
Патăрьел районĕ, Туçа ялĕ