Кашни ăмăртуран - парнепе

15 Çу, 2014

Ярмушкасем спортпа туслине пĕрре мар илтнĕ. Пĕрремĕш хут вĕсем çинчен район администрацийĕнче ĕçченĕ каласа панăччĕ. Çав тапхăртанпах Вăрнар тăрăхне кайса курас шухăшпа пурăнтăм. Çула тухма вăхăт тупрăмах: ăста спортсменсем патне шкула васкарăм.

Шкул ача-пăча сассипе илемлĕ

Çак каларăш аса килчĕ Ярмушка шкулĕн алăкне уçсан. Спортсменсен тĕп пуянлăхĕ - спортзал. Эпĕ пынă кун та унта ача-пăча хĕвĕшетчĕ. Физкультура предметне вĕрентекен Георгий Сорокин та çавăншăн хĕпĕртет. «Вĕренекенсем тăхтав вăхăтĕнче те спортзала чупаççĕ. Хускални сывлăхшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ, ыттисем пек компьютер умĕнче ларманни е Интернет уçлăхне «чăмманни» савăнтарать», - терĕ учитель.

Чылай çĕрте физкультура урокĕсем çирĕплетнĕ йĕркепе иртеççĕ. Ярмушка шкулĕнче вара физкультура тесен уксаххи те вăранать. Ачасем урокра чупаççĕ е мечĕк хăвалаççĕ кăна мар, спортăн тĕрлĕ енĕпе ăсталăха туптаççĕ. Малтан тĕрлĕ хăнăхтару туса шăм-шака çемçетеççĕ, хăвăрт утас мелсене вĕренеççĕ, старта еплерех хăвăртлăхпа тухмаллине хăнăхаççĕ тата ытти те. Чылай çул кунта сĕтелçи теннис, волейбол, баскетбол, футбол, кире пуканĕ йăтасси вăй илнĕ. Спорт секцийĕ те - виççĕ. Унсăр пуçне шкулта спорт шкулĕн филиалĕ ĕçлет. Çăмăл атлетикăпа туслисем Георгий Сорокин патне çÿреççĕ, футболистсем Геннадий Герасимов тренерпа туслă. Чăннипе, шкул футболисчĕсен çитĕнĕвĕсем те курăмлă. Секци кăçалхи вĕренÿ çулĕнче кăна уçăлнă пулин те çамрăк спортсменсем республика турнирĕсенче палăраççĕ. Акă çурхи каникул вăхăтĕнче вăрçăпа спорт ветеранне Михаил Зефирова асăнса иртнĕ ăмăртура «Гвардеец» /йышра - 2000-2001 çулсенче çуралнă яшсем/ пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпарнă.

Кĕçĕн классенче пĕлÿ илекенсен урокĕсем ир вĕçленеççĕ, çапах та вĕсем ытти шкулти пек киле васкамаççĕ - спортзала е стадиона чупаççĕ. «Георгий Геннадьевич, пирĕн те хутшăнма юрать-и?» - тархаслаççĕ шăпăрлансем. Паллах, никамшăн та чару çук. Тĕрĕссипе, спортзал кашни кун /вырсарни кунсăр пуçне/ иртен пуçласа каçччен ĕçлет. Çавăнпа вĕрентекен пÿлĕмĕнчи вун-вун мечĕк ахаль выртмасть, кире пуканĕ те çителĕклех, йĕлтĕрсем те çĕнĕ йышшиех. Учитель спорт хатĕрĕсемпе тивĕçтерекен ырă çынсем пуррипе питĕ кăмăллă, анчах ăна çултан çул ача сахалланни пăшăрхантарать. «Лару-тăру улшăнмасан тепĕр вунă çултан шкулта футбол команди йĕркелемешкĕн те ача юлмĕ», - терĕ вăл.

Ачасен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарма ыйтрăм та - сĕтел ешчĕкĕнчен хулăн тетрадь туртса кăларчĕ вĕрентекен. Çамрăк спортсменсен кăтартăвĕсене 14 çул /Ярмушка шкулĕнче ĕçлеме пуçланăранпах/ çырса пырать вăл. Шкулта тĕрлĕ çулта пĕлÿ илнĕ спортсменсемпе те мухтанаççĕ ку тăрăхра: çăмăл атлетика енĕпе Раççей спорт мастерĕ Радий Иванов, ирĕклĕ мелпе кĕрешсе палăрнă Линда Яковлева, бокс ăсти Николай Федоров. Тĕслĕхрен, тимĕр вăййипе туслă Екатерина Козлова халĕ те чылай турнира хутшăнать, электромеханика колледжĕн студентки «Хыпар» Издательство çурчĕ ирттерекен ăмăртура та кашни çул вăй виçет. Шкул ачисен хушшинче те пултаруллă спортсмен сахал мар. Вĕсенчен пĕри - 11-мĕш класра вĕренекен Саша Емельянов. Спортăн тĕрлĕ енĕпе ăсталăха туптаканскер районти ăмăртусенче пĕрре мар малти вырăнсене йышăннă. Кăçал вăл тăршшĕне сиксе пĕрремĕш вырăн йышăннă, Етĕрнере кире пуканĕ йăтассипе иртнĕ турнирта ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Унăн юлташĕ Валера Алексеев баскетболпа питĕ туслă, кĕрешÿçĕсен йышĕнче те маттур вăл. Хĕрсенчен чи хастаррисем - Кристина Михайловăпа Лиза Алексеева.

Георгий Сорокин хăй те ачаран спортпа туслă. Шкулта вĕреннĕ çулсенчех ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен тата футболистсен секцийĕсене çÿренĕ. Çав хавхаланупах И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнă /1995/. 5 çул Калининăри коррекци шкулĕнче вăй хунă, 2000 çултанпа - ялти шкулта. Унăн ашшĕ Геннадий Илларионович та Ярмушка шкулĕнче 37 çул физкультура учителĕнче ĕçленĕ, колхоз чысне чылай ăмăртура хÿтĕленĕ. Халĕ вĕсен ĕçне ывăлĕ-мăнукĕ Роман тăсать. 9-мĕш класра вĕренекенскер «Химик-Август» команда вăйăçи. 2013 çулта Çтерлĕ хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ял вăййисенче «Чи лайăх вылякан» ята тивĕçнĕ.

«Гвардеец» - пуçаруллисен организацийĕ

Вăрнар районĕнчи 5 яла - Ярмушка, Пуканкасси, Авшак Элмен, Мăн Элмен тата Кивçурт Мăрат - Элмен тăрăхĕ теççĕ. Унччен унта «Гвардеец» пысăк хуçалăх кĕрленĕ. Шел те, паянхи кун унăн шăпи ыттисенни пекех хурлăхлă. Хăй вăхăтĕнче «Гвардеецсем» ĕçре те, спортра та, уявсенче те яланах хастар пулнă. Колхоз спортсменĕсем районта иртекен кашни ăмăртуран парнепе таврăннă. Йĕлтĕрçĕсемпе çăмăл атлетсен тупăшăвĕсенче, футболпа сĕтелçи теннис турнирĕсенче вĕсене никам та çитеймен. Акă 1982 çулта футбол команди район кубокне çĕнсе илнĕ, тепĕр пилĕк çултан район чемпионĕн ятне тивĕçнĕ, 1988 çулта - «Ылтăн пучах» кубокĕн çĕнтерÿçи. Акатуйри ăмăртусенче миçе хут палăрман-ши Ярмушкасем? Шкул команди сĕтелçи теннисла выляс енĕпе районта пĕрре мар мала тухнă, республика турнирĕсене темиçе хут хутшăннă. 1972 çулта районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ ăмăртура Элмен тăрăхĕн йĕлтĕрçисем В.Михайлов, Г.Сорокин, Г.Васильев, В.Анисимов тата Ю.Родионов пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарнă.

Пысăк хуçалăх тахçанах саланнă пулин те çамрăк спортсменсем Элмен тăрăхĕн чысне спорт мероприятийĕсенче тивĕçлĕн хÿтĕлеççĕ. 2011 çулта Ярмушка шкулĕнчен вĕренсе тухнă хастар та маттур çынсем «Гвардеец» спорт организацийĕ йĕркеленĕ. Унăн тĕллевĕ - пулас ăрăва сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтарасси тата спортпа туслаштарасси. Ăна ку тăрăхра çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Олег Васильев ертсе пырать. Организацире - 42 çын. Руслан Яковлев, Геннадий Егоров, Валерий Иванов, Олег Фомин, Николай Федоров, Андрей Георгиев çак ĕçе уйрăмах чунтан парăннă.

«Гвардеец» пуçарнипе ялта çулсерен темиçе ăмăрту йĕркелеççĕ. Çулталăк календарĕ районта сĕтелçи теннис енĕпе темиçе хут чемпион пулнă, нумай çул Ярмушка шкулĕнче ĕçленĕ Федор Соколова асăнса иртекен турниртан пуçланать. Çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранне, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерне Артем Яковлева асăнса йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне ирттересси йăлана кĕнĕ. Унта хутшăнакансен йышĕ çултан çул нумайланать, тупăшура пĕчĕккисем те, аслă ăру çыннисем те вăй виçеççĕ. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕ те спортсменсемшĕн пысăк уяв. Çав кун ял атлечĕсем чупăва тухаççĕ, 1999 çулта пуçарнă ăмăртăва кăçал та ватти-вĕтти хутшăннă. Пысăк тепĕр ăмăрту - «Туссене асăнса» мини-футбол турнирĕ. «Команда пух та футболла выля» чĕнÿпе иртет вăл. Çавăн пекех Ярмушка ял тăрăхĕнче пулăç кунне, ял уявĕсене, Пĕлÿ кунне анлăн паллă тăваççĕ. Республика тата район шайĕнчи ăмăртусене йĕркелеме те шанаççĕ вĕсене.

 

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.