Комментари хушас

12 Утă, 2014

Канăçсăр çын канлĕхе пĕлмест

Савăк кăмăлĕпе, тапса тăракан хастарлăхĕпе тÿрех хăйсен енне çавăракан çын кашни ялтах пур. Çавсен йышĕнчи пултаруллă арçынпа паллаштарас килчĕ вулакансене. Унпа тĕл пулма ятарласа Чатукасси тăрăхĕнчи Çĕнĕ Выççăлккă ялне çитрĕм.

Анлă тавра курăмлă, çивĕч ăслă, тĕлĕнмелле ăста алăллă çынпа паллашма тÿр килнĕшĕн чăннипех савăнтăм. Сăн-пичĕ яланах хаваслă. Çĕнĕ Выççăлккăра эпĕ унччен те пулнă-ха. Яла кĕрсен вара тĕлĕнÿсен серепине лекрĕм: вун-вун çул каяллахипе танлаштарсан Çĕнĕ Выççăлккă палламалла мар улшăннă! Икĕ ретĕн тÿп-тÿрĕ ларса тухнă çуртсемлĕ урам типтерлĕ. Хальхи пÿртсем керментен кая мар. Вĕсенчи çемье ырлăх-пурлăх кÿрекен пур майсемпе усă курать. Пур ĕçе нимелле, харпăр хăй вăйĕпе, укçи-тенкипе пурнăçлаççĕ. Çĕнĕ Выççăлккăсене хавхалантарса пыраканĕ - «ял хуçи» е хальхи пек каласан - ял старости Геннадий Гурьевич Гурьев.

Г.Гурьев килне тупма йывăр мар: Çавалçырма енчен яла пырса кĕрсен урампа сылтăмалла каймалла. Ун хуçалăхĕ - сулахай енчи ретре, ял хĕрринче. Икĕ хутлă çурта кирпĕчрен хăпартнă. Хуралтăсем те çĕнĕ. Кашнийĕ - хăйĕн вырăнĕнче: выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк витисем, хăнасем килсен çулла калаçса лармалли хÿтлĕх, ун умĕнчех хăй аллипе чавса тунă кÿлĕ, çăл. Килти чĕр чунсене питĕ юратнăранах ĕнтĕ сурăхсем те, сыснасем те, хур-кăвакал та, чăх-чĕп те йышлă. Хуларан яла куçса килнĕренпе ĕне те усранă. Пĕрремĕш çулах хурт-хăмăрпа аппаланма тытăннă.

Пÿртре - урăх тĕнче. Ку çеç те мар - ăна тавра пĕлÿ музейĕпе танлаштаратăн. Кашни пÿлĕмре тенĕ пек Геннадий Гурьевич ăсталанă ĕç: хуппине сÿсе типĕтнĕ хăва вуллисенчен çĕçĕпе пураласа тунă керменсен макечĕсем куçа илĕртеççĕ. Краватьсене те эрешленĕ. Тем тума та пултараççĕ унăн «ылтăн аллисем». Хисеп хучĕсене вырнаçтармалли рамкăсене те хăех тăвать. Сĕтел çинче - сăн ÿкерчĕксен альбомĕсем, хăй çырнă статьясемпе хаçатсен тĕркисем.

Сăмах çăмхи сÿтĕлчĕ те сÿтĕлчĕ. Юлташăм кÿршĕри Енĕшкассинче сакăр класс вĕренсе пĕтернĕ. Кунти Валентин Никандров мусăкçă ертсе пыракан хор кружокне çÿрени уйрăмах асра юлнă унăн. Районти уявсене тăтăшах хутшăннă. Шупашкарта та хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Вăтам пĕлÿ Çĕрпÿ районĕнчи Виçикасси шкулĕнче илнĕ. Артист ăсталăхне те тĕрĕслесе пăхнă çамрăк. Драма кружокĕн членĕсемпе спектакльсем лартнă, таврари ялсене те çитнĕ. Вуннăмĕш класра чухне «Айтар» сăнарне калăплама пултарнă...

Çар хĕсметне Байконур космодромра ирттернĕ. Киле таврăнсан Çĕнĕ Шупашкара хими комбиначĕ тума комсомол путевкипе çитнĕ. Çĕр айĕнчи коммуникацисен монтажникĕнче ĕçленĕ. Çав хушăрах Шупашкарти строительство техникумĕн каçхи уйрăмне вĕренсе пĕтернĕ. Çамрăк специалиста Шупашкарта хăватлă промышленноç тракторĕсен заводне тума чĕннĕ. Çапла вара 1971 çултан пуçласа завода хута яричченех унта тăрăшнă: вăтам звенори ертсе пыракан тĕрлĕ должноçра вăй хунă...

Хăйне ятăн кил-çурт çавăрас, ĕмĕре ял-йышпах ирттерес тĕллев канăç паман ăна. Çакна вăл пурнăçа кĕртнĕ: 1994 çулта тума пуçланă пÿртне хăтлăх кĕртнĕ хыççăн яланлăхах тăван яла таврăнать.

Г.Гурьев - канăçсăр çын, унăн ватăлма, ахаль ларма вăхăт çук. Ăна ниепле те 67 çулти пенсионер тееймĕн. Вăй-халран та, ÿт-пÿрен те çамрăксемпе танах: ларма-тăма пĕлмест, правур та хастар.

Геннадий Гурьевич вунă профессие алла илнĕ. Унсăр пуçне общество ĕçĕсене те хастар пурнăçлать. Çавăншăн хисеплеççĕ те ялта вăр-вар та вашават арçынна. Кил-йышра та пурнăçа тăн-тăн тытса пыма пултарнишĕн юратаççĕ. Мăшăрĕпе - Енĕшкасси хĕрĕпе Галина Павловнăпа - икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Вĕсем те тивĕçлĕ пĕлÿ илнĕ: иккĕшĕ те энергетик. Вĕсен ачисене çитĕнтерме те аслашшĕпе асламăшĕ пулăшаççĕ.

- Ĕçченлĕхе эпĕ аттерен - Гурий Кузьмич Кузьминран хăнăхнă. Вăл та халăх хушшинче ырă ят çĕнсе илнĕ. Вăрçăран таврăннăранпах тăван колхозра тăрăшнă, - тет паян унăн ывăлĕ Геннадий. - Хастар ĕçшĕн «Хисеп Палли» ордена, ЧАССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп хутне тивĕçнĕ. «Тава тивĕçлĕ колхозник» ят панă. Вăл пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа кĕçех чĕрĕк ĕмĕр çитет, ячĕ вара манăçмасть.

Енĕшкассинчи кукашшĕне - Степан Карпович Карпова та ăшшăн аса илет Геннадий Гурьевич. Алă ĕçĕсен ăсталăхĕ шăпах унран хăйне куçнине калать. Юрри-ташшине вара амăшĕнчен Васса Степановнăран вĕренсе юлнă. Ĕмĕрне колхозра ĕçлесе ирттернĕ хĕрарăм пултарулăх ушкăнне те çÿренĕ-çке. Анчах та амăшĕ питĕ çамрăкла, 44 çултах, çĕре кĕнĕ. Гена ун чухне - 20 çулти каччă. Пурнăçра темĕн тĕрлĕ йывăрлăха чăтса ирттернĕ пулин те Гурипе Васса Кузьминсен ачисем ашшĕ-амăшĕн халалĕсене ăша илсе çын ĕретлĕ пурăнни, паян та пурте тĕрĕс-тĕкелли чуна савăнтарать. Виçĕ ывăл та икĕ хĕр пулнă вĕсен. Гена - чи асли. Пурте ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ: медик, химик, строитель, юрист. Кĕрекене пухăнса ларсан вара иртнисене аса илеççĕ.

Асăрхарăр пулĕ: Г.Гурьевăн çынлăх паллисене кăтартакан чылай паха ене асăнса хăвартăмăр. Пĕтĕмлетсе çакна палăртни вырăнлă: ял хуçи тенĕрен - старостăсем халĕ усăллă та пархатарлă ĕç тăваççĕ. Г.Гурьев общество ĕçĕнче тепĕр çамрăкран та ирттерет. Хăй хыççăн ыттисене ертсе пыма маçтăр. Сывă пурнăç çынни те: хĕлле йĕлтĕр çине тăрать, çулла велосипедпа ярăнать, пулла, кăмпа-çырлана çÿрет, ыттисене тĕслĕх кăтартать. Вăл - алă ĕçĕн ăсти, чăннипех ÿнер çынни. Ялти, районти, республикăри куравсенче пĕрре кăна мар палăрнă. Шупашкарти куравра унăн ĕçĕсене ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев та пысăка хурса хакланă. «Халăх ăсти» тесех каланă вăл.

Эпир хамăр культурăпа, йăла-йĕркепе, ăс-пурлăхпа уйрăлса тăратпăр. Çак пуянлăха упраса хăварас тата малалла аталантарас çĕрте Г.Гурьевăн хăйĕн тÿпи пур. Чатукассинчи «Телей» ушкăна пĕрлешнĕ юрăçсемпе ташăçăсенчен ăна çитекенни çук: сăввине те, кĕввине те хăех майлаштарма пултарать.

Вĕрентекенсем ертсе пынипе шкул ачисем те час-часах пулаççĕ унăн капмар та хăтлă çуртĕнче: тĕлĕнтермĕш ĕçĕсемпе паллашаççĕ, вăл юрланисене тимлĕн итлеççĕ, ăш пиллĕ калаçăвне тăнлаççĕ. Аслă тус-юлташĕ пек пурăнма ăнтăлаççĕ.

Николай ЕРШОВ

РФ Журналистсен союзĕн членĕ.

Красноармейски районĕ.

В.Данилов сăн ÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.