Хĕрĕх çул иртсен...
Вăрнарти совхоз-техникумран /халĕ - ял хуçалăх техникумĕ/ вĕренсе тухнăранпа 40 çул иртсен кăçал вун улттăн тĕл пултăмăр. Эпир 33-ĕн пĕлÿ пухнă, вĕренÿ заведенине 31-ĕн пĕтернĕ. Хăшĕсем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă, теприсене уяв çинчен пĕлтерме май килмен. Шăмăршă районĕнчи Николай Воробьев хыпар илнĕ пулсан та килеймерĕ. Телефонпа çыхăнсан: "Ака хĕрсе çитнĕ вăхăтра хуçалăхран епле кайăп", - терĕ. Акă кам вăл чăн-чăн агроном!" - терĕмĕр Николая мухтаса.