Информаци кунĕнчи тĕл пулусем

17 Ака, 2014

Ĕнер республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Лапсар поселокĕнчи социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсенче пулнă.

Михаил Васильевич икĕ урамри нумай хваттерлĕ 19 çурта пăхса тăракан «Лапсарская» УК» ООО ĕç-хĕлĕпе паллашнă. Организаци ертÿçисене вăл управляющи компанин ресурссемпе тивĕçтеркен организацисен умĕнчи парăмĕ ÿссе пыни çинчен асăрхаттарнă - унăн виçи çулталăк пуçламăшĕ тĕлне 11 млн тенкĕрен иртнĕ, çынсен ыйтăвĕсене вăхăтра татса памалли пирки аса илтернĕ, тÿлевсене вăхăтра хывманнисем тĕлĕшпе йышăнакан мерăсен уссипе кăсăкланнă.

«Шупашкарта пурăнакан кашни 4-мĕш çын ЖКХри пулăшу ĕçĕсемшĕн субсиди илет. Вĕсем коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн вăхăтра тÿленине пĕлмелли база кирлĕ. Тухăçлă ĕçлени - хăвăршăнах: тăрăшмарăр тăк - çука юлатăр», - тенĕ республика Пуçлăхĕ муниципалитет влаçĕсене управляющи компанисемпе тачă çыхăну тытса ĕçлеме чĕнсе каланă май.

Поселокра пурăнакансен ыйтăвĕсемпе сĕнĕвĕсене итленĕ хыççăн Михаил Игнатьев Совхоз урамĕнчи 2/2 çуртпа, граждансене юхăннă çурт-йĕртен куçармалли 2017 çулхи программăна кĕртнĕскерпе, çыхăннă лару-тăрăва тĕплĕ тишкерме хушнă - çынсене унтан маларах куçарма тăрăшмалла. Çавăн пекех кĕркуннеччен çутă çителĕксĕр картишсенче хунарсем çакас ыйтăва та таса памалла. «Чăваш Ен çыннисен хăш территорире пурăннине пăхмасăр паха коммуналлă пулăшу ĕçĕсемпе усă курмалла», - пĕтĕмлетнĕ Михаил Васильевич.

«Хулан тĕп больници» бюджет учрежденийĕн подразделенийĕнче вăл медицина ĕçченĕсен шалăвĕн ÿсĕмĕпе, пулăшу ĕçĕсен пахалăхĕпе, эмелсемпе мĕнлерех тивĕçтернипе интересленнĕ. Поликлиникăн тĕп врачĕ Ирина Ефимова электрон регистратурин ĕçĕпе паллаштарнă, электрон медицина карттине ĕçе кĕртни çинчен каласа панă. Вăл пулăшнипе чирсен 10 пин ытла электрон историне хатĕрленĕ те ĕнтĕ. Михаил Игнатьев паллиативлă медицина пулăшăвĕн çулталăк каялла уçнă уйрăмĕнче пулнă, пациентсемпе калаçнă.

Унтан республика Пуçлăхĕ пуçламăш шкула-ача садне çитнĕ. Кунти апат-çимĕç блокне юсама, çуртăн 1-мĕш хутне реконструкцилеме палăртнă. Шкулчченхи икĕ ушкăн уçăлĕ, çакăн хыççăн поселокра ача сачĕн черечĕ текех пулмĕ.

Михаил Игнатьев ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче те пулнă, кунти 1991 çулта тунă бассейн юсавĕпе çыхăннă ĕçсене хăвăртрах вĕçлемеллине палăртнă. Çавăн пекех вăл пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 42-мĕш вăтам шкул ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашнă. Çак вĕренÿ çулĕнче унта 292 ача пĕлÿ илет - шкулăн проектпа пăхнă хăвачĕн 39% яхăн. Апат-çимĕç блокĕн оборудованине çĕнетнĕ те - ачасене апатлантарас енĕпе чăрмав çук. Эльвира Анисимова директор палăртнă тăрăх - шкулта ачасене тĕрлĕ енлĕн аталантармашкăн мĕн пур услови пур, çавна май экзаменсен кăтартăвĕсем те хулари вăтам шайран пысăкрах.

Информаци кунĕн программипе килĕшÿллĕн Михаил Игнатьев тата Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов поселок активĕпе курнăçнă, тĕл пулура поселок аталанăвĕн малашлăхĕ çинчен каласа панă, кунта пурăнакансен ыйтăвĕсене хуравланă.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.