Тĕл пулу

10 Кăрлач, 2014

Пирвайхи ĕç кунне культурăна халалларĕ

2014 çул Раççейре - Культура çулталăкĕ. Çакна шута илсе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçалхи пĕрремĕш ĕç кунне асăннă тытăмри ыйтусенчен пуçларĕ. Культура министрĕпе Вадим Ефимовпа тата вĕренÿ министрĕпе Владимир Ивановпа пĕрле вăл Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институчĕпе Чăваш республика культура училищине çитсе курчĕ.

10 Кăрлач, 2014

«Тантăш» - Канаш енре

Канаш районĕнчи Шелттем шкулне пырса кĕрсенех кунта алă усса ларма юратман ачасем вĕреннине туйрăм. Вĕсен пĕр пушă вăхăт та çук тейĕн. Тăхтава та усăллă ирттерме тăрăшаççĕ арçын ачасемпе хĕр ачасем. Хăшĕ-пĕри тепĕр урока хатĕрленет: киле ĕçне аса илет. Теприсен - тĕрĕслев ĕçĕ... Ăна валли те правилăсемпе теоремăсене пăхса тухмалла. Библиотекăна çул тытакан та сахал мар. Акă теннис сĕтелĕ патĕнче пĕр ушкăн пухăннă, пурте тусĕ-сем еплерех вылянине сăнаса тăраççĕ, хавхаланаççĕ... Кĕçĕн классен вĕренÿ кунĕ те вĕçленнĕ ĕнтĕ, анчах вĕсем те киле кайма васкамаççĕ.

10 Кăрлач, 2014

Тантăш» - Муркаш тăрăхĕнче

Юнкă шкулĕ пĕлтĕр 135 çул тултарчĕ. 1966 çулта ăна Спиридон Михайлович Михайлов-Янтуш ятне панă. Вăл камне пĕлмен çын çук та пулĕ. Спиридон Михайлов _ пĕрремĕш чăваш историкĕ, этнографĕ, халăх сăмахлăхне пуçтараканĕ. Ун ячĕпе шкулта тăтăшах чăваш чĕлхи эрни е вунă кунлăх иртет.

Класс тулашĕнчи ĕçсене йĕркелекен Ирина Григорьевна Илларионова шкул пурнăçĕпе хаваспах паллаштарма ки- лĕшрĕ. Паянхи куна та 158 ача вĕренет. Шкул автобусĕ тăватă яла ĕлкĕрсе пурне те урока вăхăтра çитерет.

26 Раштав, 2013

Чемпионка спортра та, вĕренÿре те маттур

Италири Трентино хулинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери хĕллехи Универсиада вĕçленчĕ. Раççейĕн пĕрлештернĕ командишĕн ăнăçлă - унта пирĕн спортсменсем 15 ылтăн, 16 кĕмĕл, 19 бронза медаль çĕнсе илсе пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарчĕç.

21 Раштав, 2013

«Чĕлхемĕре нĕрсĕрлĕхрен сыхласа хăварасчĕ»

Çак кунсенче «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ, РФ Писательсен союзĕн членĕ, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Алексей Леонтьев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура уйрăмĕн преподавателĕсемпе тата студенчĕсемпе тĕл пулчĕ.

Pages