Пирвайхи ĕç кунне культурăна халалларĕ

10 Кăрлач, 2014

2014 çул Раççейре - Культура çулталăкĕ. Çакна шута илсе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçалхи пĕрремĕш ĕç кунне асăннă тытăмри ыйтусенчен пуçларĕ. Культура министрĕпе Вадим Ефимовпа тата вĕренÿ министрĕпе Владимир Ивановпа пĕрле вăл Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институчĕпе Чăваш республика культура училищине çитсе курчĕ.

Каласа хăварам: 2013 çулта РФ Вренÿпе ăслăлăх министерстви вĕренÿ аслă заведенийĕсен мониторингне ирттернĕ май асăннă институтăн «тухăçсăрлăх паллисем» пур тесе палăртнăччĕ. Мускаври комиссие сисчĕвлентерекен аслă шкул чăннипе мĕнле сывлать-ха, пăшăрханмалли фактсем чăннипех пур-и? Çакна вырăна çитсе тишкерме тĕв турĕ те республика ертÿçи. Чи малтанах учрежденин вĕренÿ тата пурăнмалли корпусĕсене пăхса çÿресе хакларĕ. Спортзал, столовăй мĕнлерех лару-тăрура пулни питех кулянтармарĕ. Общежитин çи виттине улăштармалли вара - куç кĕрет. Ку ĕçе вăраха ямасăр пурнăçламалла.

«Экскурси» вĕренÿ пÿлĕмĕсене куçсан Чăваш Ен Пуçлăхĕн кăмăлĕ çĕкленчĕ. Акă Анна Тукмакова юрлама хăнăхнине сăнарĕç те - чăваш опери тепĕр талантпа пуянланасса ĕненчĕç. Çемьери 11-мĕш/!/ ача иккен Аня. Улатăр районĕнче çуралса ÿснĕ чăваш хĕрĕ спортра та пысăк çитĕнÿсем кăтартать. Эппин, пурнăçра вăл хăйĕн вырăнне çирĕп йышăнасси иккĕлентермест.

Училищĕпе институт вĕренекенĕсемпе тата педагогсемпе Михаил Игнатьев ирĕклĕ лару-тăрура тĕл пулчĕ - ушкăнпа чей ĕçнĕ май канăç паман ыйтусене сÿтсе яврĕç. Вĕренÿ заведенийĕсен ертÿçисем Геннадий Чиркинпа Ирина Медведева хăйсен калаçăвĕнче саманапа тан утма тăрăшнине палăртрĕç. Специальноçа алла илни - пĕрре, унпа тивĕçлĕ ĕç тупма пулать-и? Çак ыйту чылайăшне канăçсăрлантарать. Ирина Александровна ĕнентернĕ тăрăх - институтра вăл е ку специальноçа ĕç рынокне тĕпченипе килĕшÿллĕн уçаççĕ. Тĕслĕхрен, кĕçех чиркÿ хорĕ валли те профессионалсем хатĕрлеме шухăш çирĕпленнине палăртрĕ ректор.

- Мониторинг пĕтĕмлетĕвĕ хыççăн ырă улшăнусем чылай пулчĕç. Сăмахран, вĕренме кĕнĕ чухне шута илекен ППЭ вăтам кăтартăвĕсем ÿснĕ. Кадрсен пахалăхне те лайăхлатрăмăр. Ĕçе вырнаçассин шайĕ те пĕчĕк мар: студентсен 90 ытла проценчĕ культурăпа ÿнер тытăмĕнчех ĕç тупать, - лару-тăру лайăх енне улшăнасса шантараççĕ И. Медведева сăмахĕсем.

Килсе çитнĕ пысăк хăнасенчен студентсем мĕн пирки ыйтса пĕлчĕç-ха? Паллах, халăхра çÿрекен тĕрлĕ сас-хура вĕсене те шухăша янă: заведенирен тĕрĕс-тĕкел вĕренсе тухайĕç-и? Анна Кокарева пĕрремĕш курсра çеç-ха та - пушшех пăшăрханать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ студенткăна лăпкăлăха çухатмасăр тăрăшса вĕренме сунчĕ. Елена Кошкина культура училищинчен вĕренсе тухсан яла ĕçлеме каясшăн, патшалăх мĕнлерех пулăшу пама пултарни пирки интересленет. Альбина Захарова Мускаври паллă актерсен ăсталăх класĕсене çав тери хавхаланса кĕтет, тĕл пулусене Культура çулĕнче ытларах йĕркелеме сĕнет. Елизавета Голева хăйĕн профессине музыкăпа çыхăнтарасшăн, анчах паян шкул ачисен юрă-кĕвĕ искусстви пирки пĕлĕвĕ питĕ чухăннишĕн пăшăрханать, вĕренÿ министрне программăна хушма занятисем кĕртме май туптарасшăн.

Михаил Игнатьев çамрăксен мĕн пур ыйтăвне тĕплĕн тишкерме сăмах пачĕ. Чăвашсен чи хаклă пуянлăхĕ ĕмĕртен ĕмĕре упранса пыракан культура еткерлĕхĕ пулнине асра тытма сунчĕ.

Ирина ПУШКИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.