Комментари хушас

10 Кăрлач, 2014

Тантăш» - Муркаш тăрăхĕнче

Юнкă шкулĕ пĕлтĕр 135 çул тултарчĕ. 1966 çулта ăна Спиридон Михайлович Михайлов-Янтуш ятне панă. Вăл камне пĕлмен çын çук та пулĕ. Спиридон Михайлов _ пĕрремĕш чăваш историкĕ, этнографĕ, халăх сăмахлăхне пуçтараканĕ. Ун ячĕпе шкулта тăтăшах чăваш чĕлхи эрни е вунă кунлăх иртет.

Класс тулашĕнчи ĕçсене йĕркелекен Ирина Григорьевна Илларионова шкул пурнăçĕпе хаваспах паллаштарма ки- лĕшрĕ. Паянхи куна та 158 ача вĕренет. Шкул автобусĕ тăватă яла ĕлкĕрсе пурне те урока вăхăтра çитерет.

«Иртнĕ çул вĕренсе тухнă вунă ачаран тăххăрăшĕ халĕ аслă шкулта ăс пухать, пĕри салтакра. Яшсемпе хĕрсем пире манманни савăнтарать», _ тет Ирина Григорьевна. Вĕренекенсем хăйсен пурнăçне йĕркелеме пултарсан, чуна килĕшекен ĕçе пурнăçлама тытăнсан шкул ĕçченĕсем, паллах, питĕ савăнаççĕ. Эппин, вĕсем тăрăшни сая кайман. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Лилия Юрьевна Тарасова та çак шкултанах вĕренсе тухнă. Анатолий Порфирьевич Данилов И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пулас журналистсене вĕрентет.

 

Хăрăк йывăç вырăнне – çамрăк хунав

Шкулта çут çанталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен «Лесовички» ушкăн пур. Ăна Татьяна Владимировна Ермакова ертсе пырать. Пултаруллă йыш çамрăк экологсен слетĕнче виçĕ, вăрманçăсен слетĕнче пилĕк çул хушши çĕнтерсе пынă.

Çут çанталăк тусĕсем çуллен вăрмана хăрăк йывăçсенчен тасатаççĕ те шкул питомникĕнче вăрăран ÿстернĕ хыр, лиственница тата чăрăш йывăçĕсене лартса хăвараççĕ. Çăва çине каймалли çул хĕррипе те ешереççĕ халь вĕсем. Яла çитсе пынă чухнех асăрхатăн, çул хĕррипе лартса тухнă чĕрĕ «хÿмене».

«Лесовички» ушкăн «Чи лайăх шкул лесничестви» республика конкурсĕнче 1-мĕш вырăн йышăннă. Кĕркунне Красноярск хулинче иртнĕ Раççей конкурсне вун пĕрмĕшĕнчи Марина Хошкина тата тăххăрмĕшĕнчи Лейла Игнатьева хутшăннă, 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Кружока çÿрени ачасене малашлăх çул-йĕрне суйлама та пулăшать. Акă пĕлтĕр ылтăн медальпе вĕренсе тухнă Мария Сытина халĕ Мари патшалăх техника университечĕн экологи факультетĕнче вĕренет. Маттур пике шкулта чухнех Мус-каври «Тăван çĕр-шыв» конкурсра çĕнтернĕ, «Орленок» лагерьте канма путевка тивĕçнĕ. «Машăна малашне те ăнăçу сунатăп», - тет Ирина Григорьевна.

 

Çамрăк космонавтсен «Юнга» отрячĕ – республикăра чи лайăххи

Космоспа кăсăкланакан ача сахал мар пуль тетĕп. Çак шкулта та вĕсем чылаях. Çамрăк космонавтсен «Юнга» отрячĕ пĕр шухăшлă ачасене пĕрле пуçтарнă. Акă пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ вăл республикăри космонавтсен чи лайăх отрячĕ шутланать. Ертсе пыраканĕсем _ класс тулашĕнчи ĕçсене йĕркелекен Ирина Григорьевна Илларионова тата Ирина Валерьяновна Киршева аслă вожатăй. Ачасем республика шайĕнчи тĕрлĕ конкурса, ăмăртăва хутшăнаççĕ. Авиамоделистсен ăмăртăвĕнче, сывлăш çĕленĕсен фестивалĕнче ачасем пĕрремĕш вырăн та йышăннă. Çавăнпа иккĕмĕш çул ĕнтĕ çак республика ăмăртăвĕсем те Юнкă шкулĕнчех иртнĕ. Сывлăш çĕленĕсене хăйсемех ăсталаççĕ, хăш чухне схемăсене Интернетран илеççĕ. Самолет тăвас вăрттăнлăха вара географи вĕрентекен Юрий Николаевич Самушков уçса парать. Хăй вăхăтĕнче вăл çак техникăпа аппаланма юратнă, кунта килсен пĕр шухăшлă ачасен пĕрлешĕвне йĕркелесе янă. Пионер юхăмĕ пĕтсен ачасене самолет тăвакансен отрядне пуçтарнă. Шкулта вĕреннĕ чухне çав отрядăн командирĕ пулнă Сергей Толстов халĕ - Мускаври авиаци институчĕн 4-мĕш курс студенчĕ. Шкулти ĕмĕчĕ майĕпен пурнăçланса пырать.

Шкул ачисем наукăпа практика конференцийĕсене те тăтăшах хутшăнаççĕ. Улттăмĕш класри Анастасия Киршева «Сывлăш шарне мĕншĕн çапла калаççĕ?» тата саккăрмĕшĕнчи Алексей Кудряшов «Партизан çуначĕсем» тĕпчев ĕçĕсемпе Королев хулинче иртнĕ «Королев вулавĕсене» хутшăнса виççĕмĕш вырăн йышăннă.

«Пирĕн боксерсем те пур», - терĕ Ирина Григорьевна. Нумаях пулмасть Çĕнĕ Шупашкарти ăмăртура тăххăрмĕш класри Виталий Алексеев малти вырăн çĕнсе илнĕ. Алексейпа Сергей Кудряшовсем те кашни ăмăртуранах çĕнтерÿпе таврăнаççĕ. «Муркаш» строительство организацийĕ» тулли мар яваплăхлă пĕрлешĕвĕн ертÿçи Владислав Николаевич Семенов Юнкăсене укçа-тенкĕ енчен яланах пулăшать. Уявсенче те манмасть. Хавхалантарать, çынсен кăмăлне хăпартма тăрăшать. Вĕрентекенсен кунĕ ячĕпе саламласа каллех парнепе савăнтарнă.

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ирина Геннадьевна Михалкинăпа Надежда Вячеславовна Шандимирова ачасене тăтăшах тĕрлĕ конкурса явăçтараççĕ. Акă «Çухалнине чĕртĕпĕр» («Возродим утраченное») конкурсра саккăрмĕшĕнчи Андрей Краснов тата Инна Ягунова «Çамрăк тĕпчевçĕсем» номинацире 3-мĕш вырăна тухнă.

Çак шкул пултаруллă та хастар вĕренекенĕсемпе, чăнах та, мăнаçланма пултарать. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче Елизавета Шишкина, Екатерина Федорова тата Димитрий Ильин республика Пуçлăхĕн стипендиачĕсем пулса тăнă. Катя Федорова 2014 çулта Раççей Президенчĕн стипендине илме тивĕçнине те пĕлтерчĕç.

 

«Вĕрентекен пулас килет...»

Иккĕмĕшĕнче вĕренекен Софья Димитриева илемлĕхе курма пĕлет. Тавралăха сăнанă май ешĕл çут çанталăк сăнĕсене хут çине йĕрлесе чĕрĕлĕх кĕртесси - унăн киленĕçĕ. Хăйĕн ĕçĕсемпе хĕр ача йывăç-курăка, чĕр чунсене, шыв-шура хÿтĕлеме вĕрентесшĕн. Амăшĕн сăнне ÿкерме те питĕ юратать вăл. Ÿкер- чĕксен конкурсне хутшăнса тăтăшах Хисеп хутне тивĕçет. «Манăн анне - чи лайăххи» конкурсра та палăрчĕ.

Софья çутă ĕмĕтпе çунатланать: вĕрентекен пуласшăн вăл. Шкултан киле таврăнсанах йăмăкĕсене сĕтел хушшине лартать те «урок» ирттерме тытăнать. Маринăпа Надя сас паллисене паллама та вĕренсе çитрĕç ĕнтĕ. Эппин, хĕр ачан ĕмĕчĕ те пурнăçланĕ-ха. Тăрăшни, тĕллев тытни çеç кирлĕ.

 

Тăрăшулăхпа ÿсĕм юнашар

Пĕрремĕшсен вĕрентекенĕ Елена Григорьевна Яндушкина _ Спиридон Михайлов-Янтуш йăхĕнчен. Мăн аслашшĕн ĕçне малалла тăсма тăрăшаканскер ачасенче пĕчĕклех чăвашлăх туйăмне çирĕплетет. «Кашни çулах Янтуш ĕçĕсене тĕпчесе проект ĕçĕсемпе тухса калаçатпăр», _ тет Елена Григорьевна. Вĕрентекенпе пĕрле ачасем паллă çыннăн палăкне тасатса тирпейлесех тăраççĕ.

«Эпир ачасене чăвашлăха манма памастпăр», _ тет çирĕм саккăрмĕш çул шăпăрлансене пĕлÿ тĕнчинче çавăтакан пултаруллă вĕрентекен. Кашни вĕренекенĕн хăй евĕрлĕхне асăрхать вăл. Тăрăшсан пурте ÿсĕм кăтартма пултараççĕ, ĕçе явăçтарма кăна пĕлмелле. Вĕренекенсем час-часах тĕрлĕ конкурса хутшăнаççĕ, Хисеп хутне тивĕçсен çав тери савăнаççĕ. Çак класс «Эткер» центрпа тачă çыхăну тытать. Пĕчĕк ÿкерчĕкрен пуçласа пысăк та сюжетлисем таран тума вĕренеççĕ ачасем. Çапла ĕçлени çут çанталăка, чĕр чунсене юратма, ырăрах пулма вĕрентет. Учителĕн çак шухăшĕпе килĕшмесĕр май çуках. Уроксем хыççăн та шăпăрлансем киле васкамаççĕ, кружока юлаççĕ. Математикăна, ал ĕçне юратакансем хаваспах тăрăшаççĕ вара.

- Ачасене пĕрремĕш класа килсенех шкула мĕншĕн Спиридон Михайлов-Янтуш ятне панине ăнлантаратпăр, - тет Елена Григорьевна. - Хайлавĕсене тарăнрах вĕрентетпĕр. Ан тив, вĕсем те тăван халăх умĕнчи яваплăхне туйса çитĕнччĕр.

 

Ырă чунлăха мĕнле ÿстермелле?

Час-часах вулавăша çул такăрлатакан Настя Шурнеева вырăс классикĕн Александр Сергеевич Пушкинăн сăввисене кăмăллать. Хайлавĕ-сене илемлĕ чĕлхепе çырни, вĕсем пурнăçа юратма вĕрентни килĕшет хĕр ачана. Хăй те йăмăкне халалласа икĕ сăвă шăрçаласа курнă. Юратнă поэтран тĕслĕх илсе татах та çырасшăн-ха.

Настя чĕр чунсене, уйрăмах кушаксене, питĕ юратать. «Хитрескерсене тата мăрлатаканскерсене ачашламасăр епле чăтăн-ха? Кăмăла та тÿрех çĕклеççĕ», _ тет вăл.

Пĕрре çапла Настя урокра «3» паллă илнĕ. Çак ăнăçсăр пулăм чунне питĕ хурлантарнăран кăмăлĕ хуçăлнă унăн. Киле таврăнсан хĕр ача юратнă кушакне ачашланă та тинех лăпланнă. Халĕ лайăх паллăсемпе кăна вĕренет вăл.

Настьăн пиччĕшĕ Даниил _ пиллĕк-мĕш класс ачи. Арçын ача каланине ялан итлет, килти ĕçсене тĕплĕ пурнăçлать. Паллах, вăл ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Настя та ун пек пуласшăн. Тăрăшса вĕренекенскер ача садне çÿрекен йăмăкне Ульянăна та ырă тĕслĕх кăтартать. Хăй вăхăтĕнче Настьăна пиччĕшĕ сас паллисемпе паллаштарнă. Халĕ Настя йăмăкне вĕрентет.

Пĕррехинче çут çанталăка хÿтĕлекен хĕр ача урамра хуçасăр кушака асăрханă, ăна шелленĕ те киле илсе кĕнĕ. Амăшĕ хĕрне çак пархатарлă утăмшăн ырланă. Ырă чунлăх çакăн пек пулăмсенчен ÿссе пырать-çке.

Малашнехи тĕллевсем çинчен ыйтсан: «Ытларах вĕренесчĕ», - терĕ хăй шухăшне ялан çирĕп палăртакан маттур хĕр ача.

Лариса ПЕТРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.