Çавра сĕтелте сусăрсем çинчен калаçрĕç
Чăваш Ен прокуратуринче сусăрсене пурăнмалли условисемпе тивĕçтерес ыйтупа çавра сĕтел иртрĕ. Унта тĕрлĕ министерство, общество организацийĕн, прокуратура, пенси фончĕн тата организаци предстваителĕсем хутшăнчĕç.
Республика прокурорĕ Василий Пословский каланă тăрăх 2018 çулта сусăрсем тĕлĕшпе тунă 300 нарушени тупса палăртнă, 116 çынна явап тыттарнă. Общество транспорчĕпе çыхăннă ыйтусем нумай. Автобусра кондукторсем, пассажирсем инвалидсемпе кăмăллăн калаçмаççĕ, пулăшмаççĕ.