Комментари хушас

17 Кăрлач, 2017

Йывăрлăха пăхмасăр - малалла!

Шупашкарти “Феникс” физкультурăпа спорт клубне хăйнеевĕрлĕ учреждени теççĕ. Унта спортпа туслă сусăр çынсем çÿреççĕ. Вĕсем дартс тата бадминтон уйрăмĕсенче ăсталăха туптаççĕ. Çак кунсенче спорт клубĕн ертÿçи Юрий Степанов ЧР Правительство çуртĕнче республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă.

Юрий Петрович организацин ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа панă, спортсменсене пăшăрхантаракан ыйтусем пирки чарăнса тăнă. Вăл юлашки вăхăтра кÿмесем туянмашкăн грант пама пăрахнине пĕлтернĕ. Сăмах май, 2012-2015 çулсенче спорт клубĕ 500 пин ытла тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ. Çак тапхăрта республикăра сусăррисен 3 федерацине йĕркеленĕ. Чăваш Енри 27 спортсмен çĕршывăн пĕрлештернĕ командисен йышне кĕнĕ. Çулсерен пирĕн республикăра тĕрлĕ шайри 25 ăмăрту ирттереççĕ.

“Сусăрсем йывăрлăха пăхмасăр пысăк çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа, çирĕп шухăш-тĕллевпе пурăнни питĕ пархатарлă. Эсир ыттисене пулăшма вăй-хăват тупатăр, вĕсене спортпа туслă пулма хавхалантаратăр. Инвалидсен спортне аталантарас тесе тăрăшни те пысăк хисепе тивĕç”, — тенĕ Михаил Васильевич спорт клубне пулăшма шантарса. Сăмах май, бадминтона 2020 çулхи Паралимп вăййисен программине кĕртнĕ.

Юрий Степанов — ăста ертÿçĕ кăна мар, пултаруллă спортсмен та. Вăл 2002 çултанпа бадминтонпа кăсăкланать. Çак тапхăрта спортăн тĕнче класлă мастерĕ Европа тата тĕнче чемпионачĕсенче пĕрре мар палăрнă. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр вăл Европа чемпионатĕнчен икĕ бронза медальпе таврăнчĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.