Комментари хушас

14 Утă, 2015

Сусăрсем валли - ятарлă вырăнсем

Республикăра ĕçсĕр инвалидсене йышăнмашкăн техника хатĕрĕсемпе пуянлатнă ятарлă вырăнсем майлаштарма пуçаруллă пикенчĕç

Пирĕн хутлăхра 87,3 пин ытла инвалид пурăнать. Вĕсенчен 26,7 пинĕшĕ - ĕçлеме пултаракан ÿсĕмри граждансем.

Чăваш Республикин 2012-2020 çулсем валли йышăннă "Халăха ĕçпе тивĕçтересси" патшалăх программипе килĕшÿллĕн 2015 çулта ĕç тупмашкăн уйрăмах кансĕр 685 çынна, вăхăтлăх вырнаçтарма палăртнă. Çав шутра сусăрсене йышăнмашкăн 106 ĕç вырăнне вĕсене юрăхлă майлаштармалла тата çакăншăн тăкакланнă ĕçпе тивĕçтерекенсене компенсаци памалла.

Çирĕплетнĕ йĕркепе служба органĕсенче ĕçсĕр тесе йышăннă инвалидсене професси тĕлĕшĕнчен реабилитацилемелли программăсене пурнăçа кĕртес ыйтусемпе вăйсене пĕрлештермешкĕн Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби тата "Медицинăпа социаллă экспертизăн Чăваш Республикинчи тĕп бюровĕ" ФКУ пĕрле ĕçлесси çинчен килĕшсе татăлнă, ăна пурнăçласа ĕçе вырнаçтарассипе инвалидсен хушшинче кварталсерен суйласа илнĕ ыйтăмсем ирттереççĕ.

2015 çулхи пĕрремĕш кварталти ыйтăм пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх - унта хутшăннă 563 сусăртан 430-шĕ /76,3 процент/ производствăна хутшăнас тĕллевлĕ, 93-шĕ /16,5 процент/ професси вĕренĕвне кайма шухăшлать, 6-шĕ /1,1 процент/ харпăр хăй ĕçне йĕркелеме ĕмĕтленет, 34-шĕ /6 процент/ хуравланă кун тĕлне ĕçлев малашлăхне палăртман.

Чăваш Республикин 2012-2020 çулсем валли йышăннă "Халăха ĕçпе тивĕçтересси" патшалăх программипе килĕшÿллĕн кăçал 106 сусăра ятарласа хатĕрленĕ ĕç вырăнĕсене йышăнмалла. Ку кăтарту республикăри вăйпитти ÿсĕмри сусăрсен йышĕн 0,6 проценчĕпе танлашать.

Асăннă тĕллеве пурнăçа кĕртмешкĕн 7705,20 пин тенкĕ тăкакламалла: федераци бюджетĕнчен - 7319,9 пин, Чăваш Республикин хыснинчен - 385,30 пин.

Кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенче халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем 83 вырăна инвалидсене юрăхлă майлаштармашкăн ĕçпе тивĕçтерекенсемпе 73 килĕшÿ çирĕплетнĕ.

2015 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçлев службин органĕсем 53 инвалида /ку кăтарту çулталăкри тĕллевĕн 50 проценчĕпе танлашать/ ятарласа майлаштарнă вырăнсенче вăй хумашкăн янă.

Ятарласа хатĕрленĕ вырăнсене пуянлатмашкăн инвалидсен реабилитаци программисемпе тата санитарипе эпидемиологи нормисемпе килĕшÿллĕн техника хатĕрĕсем туяннă. Тĕслĕхрен, кăçалхи июнь уйăхĕнче япăх илтекен сусăр граждансем валли курав сăнавĕн, сасса хуплакан наушниксем, ăна вăйлатакан приборсем тата ыттине илнĕ.

Начар куракан инвалидсене хăтлă условисем туса парас тĕллевпе ĕç вырăнĕсене пысăклатнă кнопкăсемлĕ касса аппарачĕсем, хушма çутă парса тăракан хатĕрсем лартнă тата ытти те.

Çавăн пекех вĕсене ĕçлемешкĕн меллĕ пултăр тесе кану тата апатлану пÿлĕмĕсене майлаштарнă, сывлăша уçăлтаракан тата ăшăтакан тытăмсене хута янă.

Хăйсене юрăхлă ĕç тупса памашкăн пулăшу ыйтса служба органĕсене пынă сусăрсем хăш ĕçре вăй хума пултарнине уçăмлатас тĕллевпе халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсен специалисчĕсем профориентаци мероприятийĕсем ирттереççĕ. 2015 çулхи январь-июнь уйăхĕсенче ку енĕпе хевтесĕр 442 гражданин патшалăх пулăшăвĕ илнĕ. Хăй илнĕ профессипе ĕçлес туртăма çухатнă е халиччен специальноç илмен пулсан сусăра хăйне килĕшекеннине алла илме е профессин хушма вĕренĕвне яраççĕ. 2015 çул пуçланнăранпа ĕç рынокĕ ыйтакан специальноçсене - котельнăй операторĕ, лифтер, ЭВ тата ВМ операторĕ тата ытти - хăнăхмашкăн 42 инвалид кайнă.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби сусăрсене вырнаçтармашкăн пулăшас тĕллевпе вакансисен ятарлă банкне йĕркеленĕ. Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне унта 400 ытла ĕç вырăнĕ /вакантлă должноç/ шутланнă. Унсăр пуçне патшалăх служби 2014 çулта инвалидсен йышĕнчен кирлĕ специалистсене суйласа илес тĕллевпе резюме банкне туса хунă. 2015 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне асăннă банкра инвалидсен 288 резюмине вырнаçтарнă.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.