2014 çул пуçламăшĕ тĕлне Чăваш Республикинче пурăнакансен 35,9 проценчĕ / Раççейре вăтамран 27,5 процент/ спортпа туслă пулнă. Халăхăн 45,9 проценчĕ / Раççейре 39,7 процент/ спорт керменĕсемпе сооруженийĕсене çÿренĕ.
Чăваш Енри 17 çулти Дмитрий Ефимов триатлониста тата унăн тренерне, спортăн çак тĕсĕпе Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командин тĕп тренерне Владислав Дмитриева Раççейри Олимп командин йышне кĕртнĕ. Дмитрий Çамрăксен çуллахи II Олимп вăййисене хутшăнĕ.
Атăлпа Кама хутлăхĕнче тĕпленнĕ пирĕн авалхи халăх çинчен ĕлĕкрех Европăн хĕвел анăç пайĕнчи çĕр-шывсенче пĕлсех те кайман. Иртнĕ ĕмĕр варринче вара Чăваш Ене чăн-чăн чăваш арĕсем чапа кăларма пуçларĕç.
Нумаях пулмасть кăна ĕçчен чăваш хресченĕ акана тухрĕ пек, чупма юратакансем вара Мăн кун эрнинче Канаш хулинчи паркра спортăн çуллахи сезонне уçрĕç. Çу уйăхĕн вĕçĕнче республикăри малта пыракан хуçалăхсенче, кăшт каярахпа районсенче те ĕçпе юрă тата спорт уявĕ - Акатуй - ирттерме пуçларĕç.