Юлташĕсем Димăна ăнăçу сунаççĕ

7 Çурла, 2014

Чăваш Енри 17 çулти Дмитрий Ефимов триатлониста тата унăн тренерне, спортăн çак тĕсĕпе Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командин тĕп тренерне Владислав Дмитриева Раççейри Олимп командин йышне кĕртнĕ. Дмитрий Çамрăксен çуллахи II Олимп вăййисене хутшăнĕ.

Çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командинче пурĕ - 84 спортсмен тата яваплă 39 çын (тренерсем, тухтăрсем, массажистсем, оперативлă штаб членĕсем). Дмитрий Ефимовсăр пуçне командăра Ярослав облаçĕнчен Елизавета Жижина та пур. Аса илтеретпĕр: Çамрăксен çуллахи Олимп вăййисем çурла уйăхĕн 16-28-мĕшĕсенче Китайри Нанкин хулинче иртеççĕ. Унта 204 çĕр-шывран 3808 çамрăк спортсмен хутшăнмалла. Ăмăртусем 222 дисциплинăпа, спортăн 33 тĕсĕпе пулĕç. Дмитрий Шăмăршă тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче пĕлÿ илет.

Р.ИВАНОВА.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.