Комментари хушас

19 Утă, 2014

Тĕнче чăваш пикисенчен тĕлĕнет

Атăлпа Кама хутлăхĕнче тĕпленнĕ пирĕн авалхи халăх çинчен ĕлĕкрех Европăн хĕвел анăç пайĕнчи çĕр-шывсенче пĕлсех те кайман. Иртнĕ ĕмĕр варринче вара Чăваш Ене чăн-чăн чăваш арĕсем чапа кăларма пуçларĕç.

Пирĕн пирвайхи çутă «çăлтăрсем» паллах, СССР спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕсем Ардалион Игнатьев çăмăл атлетпа Валериан Соколов боксер тата тĕнчери - пиллĕкмĕш, Совет Союзĕнчи виççĕмĕш космонавт Андриян Николаев. Елчĕк районĕнчи Ĕнел ялĕнче çуралса ÿснĕ учитель Ардалион Васильевич шăп 60 çул каялла Бернра иртнĕ Европа чемпионатĕнче 400 метра чупассипе - пĕрремĕш, 200 метрлă дистанцире иккĕмĕш вырăн йышăннă. Вăлах 1956 çулта Австралире иртнĕ XVI Олимп вăййисенче хăйĕн юратнă дистанцийĕнче /400 м/ бронза медаль çĕнсе илнĕ. Вăрмар районĕнчи Пинерти Валериан Соколов 1960 çулсенче Чăваш ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ вăхăтра аякри Мехикăра чăваш атлечĕсенчен пуçласа Олимпиадăн ылтăн медальне çĕнсе илчĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл кăйкăрĕ Андриян Николаев 1963 тата 1970 çулсенче тĕнче уçлăхне икĕ хутчен хăпарчĕ. Çав çулсенчех тĕнчери нумай çĕр-шывра парашютпа сикессипе вышкайсăр пысăк çитĕнÿсем тума пуçланă, Канаш районĕнчи Шăхасанра ÿссе çитĕннĕ, Шупашкарти аэроклубра ăсталăха туптанă Мая Костина çинчен пĕлме пуçланă.

Паянхи кунчченех 1991 çулччен Совет Союзĕн тытăмне кĕнĕ вун пилĕк çĕр-шывра марафон енĕпе Олимп вăййисен чемпионĕ никамăн та çук. Муркаш районĕнчи Исетерккĕ ялĕнче кун çути курнă, Шупашкарти «Промтрактор» производство пĕрлешĕвĕнче ĕçленĕ Валентина Егорова чĕрĕк ĕмĕр каялла çăмăл атлетикăн чи йывăр дистанцийĕнче СССР Кубокне çĕнсе илчĕ, ун хыççăн Испанин чи илемлĕ хулинче Барселонăра 42 километр та 195 метрлă дистанцие пĕрремĕш вĕçлесе XXV Олимп вăййисен ылтăн медальне тивĕçрĕ. Вăлах 1996 çулта Америкăри Атлантăра иртнĕ Олимпиадăра кĕмĕл медаль çĕнсе илчĕ. Çак Олимпиадăрах Чăваш ял хуçалăх академийĕн студентки Елена Николаева 10 километрлă дистанцие пуринчен малтан утса тухрĕ, тĕнче рекордне лайăхлатрĕ. Пирĕн саманара çавăн пекех пысăк спортра тĕлĕнмелле пысăк çитĕнÿсем туса тăван Чăваш Ене Олимпиада Иванова, Татьяна Архипова-Петрова, Алина Иванова, Вера Соколова, Ирина Калентьева, Светлана Захарова, Альбина Майорова, Людмила Петрова тата ытти хăш-пĕр спортсменкăсем чапа кăларчĕç. Арçынсенчен Олимп вăййисен бронза медальне 2000 çулта Елчĕк районĕнче çуралса ÿснĕ Владимир Андреев кăна тивĕçрĕ.

XX тата XXI ĕмĕрсен хутлăхĕнче çĕр-шыв чысне 20 çула яхăн хÿтĕленĕ спорт çăлтăрсене шутламашкăн пĕр алăри пÿрнесем те çитĕç. Вĕсен йышĕнче, паллах, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Патăрьел районĕн Хисеплĕ гражданинĕ Ирина Калентьева. Нăрваш Шăхальте çуралса ÿснĕ пике 1996 çултах велосипед спорчĕ енĕпе Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче çĕнтерсе спорт мастерĕ пулса тăнă. Кăçалччен Ирина çĕр-шыв чемпионачĕсенче вунă медаль çĕнсе илнĕ, тĕнчери тата Европăри ăмăртусенче тăхăр хутчен малти вырăнсене йышăннă.

«Шупашкар: 500 çул» культурăпа кану паркĕнче çак уйăх варринче маунтинбайк енĕпе çĕр-шыв чемпионатĕнче 22 регионти ик çĕре яхăн велосипедист вăй виçрĕ. Хĕрарăмсен элита ушкăнĕнче кросс-кантри номинацийĕнче 30,6 километрлă дистанцийĕнче вун тăхăр спортсменка старта тухрĕ. Кĕтнĕ пекех пĕрремĕш çаврăмрах çĕр-шывăн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Ирина Калентьева тÿрех мала ыткăнчĕ. Мĕн пĕчĕкрен ялти йывăр ĕçре пиçĕхсе ÿснĕ, Нăрваш Шăхальти Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ В.Бородкин тата Патăрьелĕнчи спорт шкулĕн пултаруллă тренерĕ В.Афанасьев ертсе пынипе вун пилĕк çултах республикăри ăмăртусенче çĕнтерме пуçланă мухтавлă ентеше нимĕн те чăрмантармарĕ. Çырма-çатра, чăнкă сăртсем урлă хывнă дистанцие 1 сехет те 37 минут та 43 çеккунтра вĕçлесе Ирина 11-мĕш хут çĕр-шыв чемпионки ятне çĕнсе илчĕ. Çак дистанцирех элита ушкăнра ăмăртнă Канаш районĕнчи Çĕнĕ Мами хĕрĕ Кристина Кириллова - пиллĕкмĕш, Патăрьел районĕнчи Ольга Терентьева улттăмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче пурте вĕсем Раççей чысне Норвегире ирттерме палăртнă тĕнче чемпионатĕнче хÿтĕлеççĕ.

Петр СИДОРОВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.