Спорт шкулĕсене - 30 пин ача

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче пин-пин ача парта хушшине ларчĕ. Çак кун спорт шкулĕсенче ăсталăха туптакан яшсемпе хĕрсен те хĕрÿ тапхăр пуçланчĕ.

Пирĕн республикăра хальхи вăхăтра 52 спорт шкулĕ ĕçлет, вĕсенчен 41-шне ачасемпе çамрăксем çÿреççĕ, 11-шĕнче хăйĕн пурнăçне спортпа çыхăнтарма тĕллевлисем вĕренеççĕ. ЧР Физкультурăпа спорт министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче спорт шкулĕсенче 30 пин ытла ача ăсталăха туптама тытăнĕ. Паллах, пурте Олимп тÿпине парăнтараймĕç, пысăк ăмăртусенче çĕнтерсе чапа тухаймĕç. Çапах та чылайăшĕ спортпа туслă пулма, сывă пурнăç йĕркине пăхăнма вĕренĕ.

Ача-пăча спортне аталантарасси - ЧР Физкультурăпа спорт министерствин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче юлашки виçĕ çулта кашни иккĕмĕш ачана спорта явăçтарма тĕллев лартнă.

А.МИХАЙЛОВ.

 

А.МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.