шкулсем

22 Утă, 2020

Ноутбук парнеленĕ

Комсомольскинчи 1-мĕш вăтам шкул вĕренсе пĕтернĕ Викентий Говорова РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова ноутбук парнеленĕ. Алена Аршинова парнине тата вăл ырă суннине каччă патне Комсомольски районĕнчи Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Александр Абрамов тата Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова илсе çитернĕ.

22 Утă, 2020

Полпред резервсемпе усă курма сĕнет

Паян Чăваш Енре Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров ĕçлĕ визитпа пулчĕ.

Шупашкарти Çĕнĕ хулари шкул строительствипе паллашнă тата ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ хыççăн Игорь Анатольевич Правительство çуртĕнче республикăн коронавирус инфекцийĕн условийĕсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм ыйтăвĕсемпе канашлу ирттерчĕ.

15 Çĕртме, 2020

Кадет шкулне вĕренме йышăнаççĕ

Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕ 6-мĕш, 8-мĕш, 10-мĕш классене вĕренме кĕрес кăмăллисене пухать.

Чăваш кадет корпусĕнче пĕтĕмĕшле тĕп тата вăтам пĕлÿ паракан программăсемпе вĕрентеççĕ. Çав вăхăтрах çар е патшалăх служби валли хатĕрлекен программăсем те пур.

Кадет пулас ĕмĕтлисен вырăс чĕлхипе тата математикăпа экзамен тытмалла, физкультура тата психологи тĕлĕшĕнчен тĕрĕслев витĕр тухмалла.

4 Çĕртме, 2020

Олимп резервӗсен шкулӗнче юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ

Олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулĕн реконструкцине те 2006 çултах пуçланă. Малтанхи тапхăрта федераци укçи-тенкипе 50 метрлă бассейна, çăмăл атлетика манежне юсанă. Халĕ кунта реконструкци ĕçĕсем çĕнĕрен пуçланнă.

Pages