Республика тантăшĕсем

15 Чÿк, 2019

100 çулти кинемейĕн юратнă кăларăмĕ — «Дом-2»

«100 çулта сирĕн пек курăнас тесен пурнăçа епле пурăнса ирттермелле? Вăрттăнлăха уçсамăр: тен, сăн-пите çамрăклатмалли маска тăватăр?» — Шупашкарта пурăнакан Клавдия Якимовăран çапла ыйтмасăр чăтаймарăм.

8 Чÿк, 2019

«Атте тепре авлансан амаçури тăватă ача çуратрĕ»

«Çак таранччен пурăнни мана пач та савăнтармасть. Епле кансĕр! Хăлха япăх илтет, куç çивĕчлĕхĕ чакрĕ. Пурнăç мар ĕнтĕ ку!» — сăмах вакларĕ юлашки вунă çулта Шупашкарта кун кунлакан Екатерина Мартьянова. 104 çултискер хăлха илтменнишĕн тата куçĕ курманнишĕн тарăхать.

1 Чÿк, 2019

Вилĕмрен икĕ хутчен хăтăлса юлнă

Иван Фирсов 100 çул тултарсан кĕçĕн мăнукĕ салтака кайнă

Ку çул Çĕнĕ Шупашкарти Фирсовсен çемйишĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Атте, асатте, кукаçи, мăн асаттепе мăн кукаçи ятне илтнĕ çемье пуçĕ Иван Фирсович 100 çул тултарнă ятпа манăçми уяв ирттернĕ. Вăл 1919 çулхи çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче Тĕкĕрç ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Хальхи вăхăтра мучи — кĕçĕн хĕрĕн Надеждăн тимлĕхĕнче. Хăй тĕллĕн утаймасть ветеран, юлашки вăхăтра алла кашăк та тытайми пулнă.

Pages