Комментари хушас

29 Чÿк, 2019

Ал шăллине кашни кун улăштарать

102 çулти Ирина Герасимова тирпейлĕхе кăмăллать

Пĕртăванĕсем Хветĕр, Пархи, Варвара, Укахви, Алтати, Анук хăçан çуралнине халĕ те лайăх астăвать Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Этменте пурăнакан Ирина Герасимова. «Миçе çулта эсир?» — тесе ыйтсан: «Икĕ çул каялла 100 тултартăм та, халь 102-ре пуль эпĕ», — йăл кулчĕ шкулта 43 çул математика вĕрентнĕ учитель. Ирина Алексеевна пурнăçĕнчи чылай самантне аса илсе манăн чуна витерчĕ.

Класра шăна вĕçни илтĕннĕ

Тарапайра пурăнакан Игушкинсен çемйинче 7 ача ÿснĕ. Çемье пуçĕ Алексей Дмитриевич çак тăрăхри ăста платник пулнă. Мăшăрĕ Екатерина ялтан чылай аякри пасара тÿшек сутма çÿренĕ. Пĕррехинче, çуркунне, юхан шыв урлă каçнă чухне вăл сĕлкĕше лекнĕ те йывăрах чирленĕ. Çавăн хыççăн ура çине тăрайман. Тĕпренчĕкĕсенчен чи кĕçĕнни Урине /Ирина Алексеевна/ амăшĕнчен кăкăр ачи юлнă. Ашшĕ текех авланман. Пĕчĕкскере аслисем пăхса ÿстернĕ.
— Выçлăх пирĕн çемьене те пырса тиврĕ. Çапах пиччесемпе аппасем мана ура çине тăратрĕç. Хăйсен çиес çăкăрне мана панă вĕсем. Пархи пичче час-часах пулă тытса килсе çемьене тăрантаратчĕ. Пулă шÿрпи пĕçеретчĕç, — каласа кăтартрĕ мăнукĕн Ирина Валерьяновнăн çемйипе пурăнакан кинемей.
Урине Тарапай шкулĕнчи пуçламăш шкулта 4 çул вĕреннĕ хыççăн Турханта, Хĕрлĕ Чутайра пĕлÿ пухнă. Çав шкултах йĕркеленĕ пахчаçăсен техникумĕнче пĕр çул ăс пухнă хыççăн Ирина Игушкинăна Етĕрнери педагогика техникумне тÿрех 2-мĕш курса илнĕ. 25-30 çухрăма çуран парăнтарнă вăл. Хăрушă пулсан та вăрман витĕр тухнă. Пĕррехинче тата кĕрт йыттисем хупăрласа илсе сехрине хăптарнă. Мĕн тăвас? Сывланă-сывламан тăнă вăл. Часах пĕр йытти пăрăнса утнă. Асли пулнă-ши — ун хыççăн ыттисем те саланнă. Хăш-пĕр чухне пиччĕшĕ Пархи лашапа ăсатнă е кĕтсе илнĕ. Тăван тăрăха вĕрентекен пулса таврăннăскер Мăн Этменре ĕçлеме тытăннă.
— Çамрăклах пĕлÿ çуртне ура ярса пусрăм пулсан та ачасене çирĕп тытаттăм. Пĕрре кăна пăхаттăм класс çине — ачасем мана ăнланатчĕç. Класра шăна вĕçни илтĕнетчĕ. Арçын вĕрентекенсем ачасене итлеттерейменнинчен питĕ тĕлĕнеттĕм, — калаçу çăмхине сÿтрĕ Ирина Алексеевна.

Вăтаннипе — тĕпсакайне

Вăл Ваçкаçырми ялĕнчи Павел Герасимов учительпе çемье çавăрнă. Хÿхĕм те ăслă пикене çамрăк учитель пĕрре курсах куç хывнă. Хĕллехи илемлĕ кун хура лашана çуна кÿлсе Ирина Алексеевнăпа паллашма вăл пурăнакан хваттере çитсе тăнă. Хĕр вăтаннипе çухалса кайнă, ниçта пытанма аптăранăран тÿрех тĕпсакайне сикнĕ. Хваттер хуçин ачи, кăштах селĕп калаçнăскер, тĕпсакайне тĕллесе: «Ури… не…», — персе янă. Çав çулах çамрăксем пĕрлешнĕ.
Пĕр-пĕрне юратса пĕрлешнĕскерсен телейпе киленсе пурăнмалла та пурăнмалла пек ĕнтĕ, анчах ăнсăртран инкек сиксе тухнă. Ирина Алексеевна 20 кун каялла кăна çуратнă ывăлĕпе килте чухне вĕсем патне шкултан техничка чупса пынă та Павел Михайловича йĕрке хуралçисем урокранах тытса кайнине пĕлтернĕ. Районтан 40 çынна, çав шутра 14 вĕрентекене, халăх тăшманĕ тесе Улатăр тĕрмине илсе кайса хупнă. Вĕсене контрреволюциллĕ организаци йĕркеленĕ тесе айăпланă. 20 çулти Ирина Алексеевна 20 кунри ачапа мăшăрĕсĕр тăрса юлнă.
Тытса кайсанах айăпланисене Çĕмĕрлене, унтан Улатăра çуран уттарнă. Павел Михайловичăн мăшăрĕпе амăшĕ ăна курас, мĕн те пулин çимелли тыттарас тесе чупнă. Анчах милицисем яхăнне те яман. Çав вăхăтра Ирина Алексеевнăн мăшăрĕ: «Шырăр!» — тесе кĕпе ывăтса пама ĕлкĕрнĕ. Хунямăшĕпе кинĕ кĕпе çухави çумне пытарса çĕлесе хунă çырăва тупнă. «Решением тройки осужден на 10 лет», — тата ăçта илсе кайнине çырнă унта. Урине хунямăшне паянхи кун та ырăпа аса илет, «Манăн вăл чи лайăххи», — тет хисеплесе.

Çырупа — Мускава

Мăшăрне Çĕпĕре яни çулталăк иртсен Ирина тепĕр вĕрентекенпе унта кайма шухăш тытнă. Унăн упăшкине те пĕрле тытса кайнă. Юратнă мăшăрĕсем ĕçлесе пурăнакан хулана çитнĕ çамрăк икĕ хĕрарăм. Анчах вĕсене нимĕн те, пĕр татăк çăкăр та, партарман. Ирина Алексеевна çамрăк чухнех ăслă пулнă.
— Хваттер тара тытрăмăр та япăх çи-пуç тăхăнса вырăнти çынсем пек курăнма тăрăшрăмăр. Павел Михайлович айăпланнă ытти çынпа пĕрле хĕлле вăрман каснă, çулла шыв тăрăх паромпа йывăçа кирлĕ çĕре ăсатнă. Мăшăрсем шыв хĕрринче ĕçленине пĕлтĕмĕр те — кĕпе çума аннă пек туса вăрттăн тĕл пулма шухăшларăмăр. Çавăн чухне мăшăрăм мана вăрттăн çыру ывăтса пама пултарчĕ. «Çак çырăва Мускава çитерсе Вышинский хушаматлă çын патне кĕртсе пар…» тенĕччĕ унта. Тата хăйне тĕрĕс мар айăпланине, вĕçĕ-хĕррине тупма ыйтса çырнăччĕ вăл çĕршыв прокурорĕ патне, — чуна çÿçентермелле каласа кăтартрĕ тивĕçлĕ канури вĕрентекен.
Айăпланнисене куçран вĕçертмесĕр сыхлакансем çыран хĕрринче ÿсекен сарлака çулçăллă хупахсен хушшине пытана-пытана тарнă икĕ хĕрарăма асăрханă. Пурпĕрех тарса хăтăлнă вĕсем. Хваттере çитсе ÿксен хуçи: «Сире шыраççĕ, хăвăртрах тарăр», — тенĕ, икĕ учитель хуларан часрах тухса çухалнă.
Ирина Алексеевна çырăва Мускава çитерсе Андрей Вышинский прокурор патне кĕртсе панă хыççăн 1939 çулта Ваçкаçырми ялне çĕршывăн тĕп хулинчен тĕрĕслеме килнĕ. Андрей Януарьевич янă çын Павел Михайлович çинчен ялти çынсенчен ыйта-ыйта пĕлнĕ. Халăх айăпсăр тытса кайнă учитель пирки ырă сăмах кăна каланă. НКВД çынни лайăх характеристикăпа таврăнсан темиçе уйăхран Ирина Алексеевнăн мăшăрне ирĕке кăларнă. Таса ята тавăрнă вĕрентекене шкул директорĕнче ĕçлеме шаннă. Валерий хыççăн вĕсен Рудольф çуралнă.

Упăшкин вил тăпри çинче

— 1942 çулта мăшăрăма Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине ăсатрăм. Вăл Курск пĕккинчи çапăçусене хутшăннине, командирне хÿтĕленĕ чухне вăйлах аманса госпитале лекнине, унтах пурнăçран уйрăлнине кăна пĕлсе юлтăм, — тăрук шухăшлăн шăпланчĕ кинемей. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Елена ЛУКИНА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.