Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 2020 çулта пĕр ĕмĕр çитет. Çавна май кăçал çĕнĕ ярăм йĕркелерĕмĕр. Унта 100 çула кармашнă çынсемпе тĕплĕн паллаштарăпăр, вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕсене пĕрле уçăпăр. Вĕсен кун-çулĕ республика историйĕпе тачă çыхăннă.