Ашшĕ-амăшĕн ырă пилĕ кун-çула вăрăмлатать

11 Кăрлач, 2019

Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 2020 çулта пĕр ĕмĕр çитет. Çавна май кăçал çĕнĕ ярăм йĕркелерĕмĕр. Унта 100 çула кармашнă çынсемпе тĕплĕн паллаштарăпăр, вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕсене пĕрле уçăпăр. Вĕсен кун-çулĕ республика историйĕпе тачă çыхăннă. Сăмахăм паян — Вăрмар районĕнчи Çитмĕш ялĕнче пурăнакан 100 çулти Иульяна Власова çинчен.

Телей

Латин чĕлхинчен куçарсан Ульяна телейлĕ тенине пĕлтерет. Иульяна Емельяновнăна /ăна ялта Ульяна аппа тесе чĕнеççĕ/ чăннипех телейлĕ теме пулать. Ара, пурте пĕр ĕмĕр таран пурăнаймаççĕ-çке. 10 теçетке çула хыçа хăваракан Çитмĕшре кăна мар, Кĕлкеш ял тăрăхĕнче те хальччен пулман.
Çапла, ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси мар. Хура- шурне пайтах курнă Иульяна Власова /хĕр чухнехи хушамачĕ — Емельянова/. Амăшĕ хĕрĕх çултах, пиллĕкмĕш ачине çуратнă чухне, вилнĕ. Ульяна асли пулнă май кĕçĕннисемшĕн амăшĕ вырăнĕнче юлнă. Каярахпа ашшĕ тепре авланнă. Вĕсем тепĕр виçĕ ачана пурнăç парнеленĕ.
— Учительница пулатăп тесе шухăшламан та. 1942 çулта 10 класс пĕтертĕм. Хĕр тантăшăмсемпе пĕрле тÿрех окоп чавма ячĕç. Вĕрентекенсене вăрçа илсе кайрĕç. Мана вара, лайăхрах вĕреннине шута илсе-ши, Арапуç шкулне 1-мĕш классене вĕрентме ячĕç. Çичĕ çухрăмра вырнаçнă шкула куллен утаттăм. Аттене вăрçа илсе кайрĕç те çывăхарахри Кĕлкеш шкулне куçрăм. Çапла учительте 12 çул вăй хутăм. Малалла вĕренме каймашкăн шухăш пурччĕ, анчах май килмерĕ. Çемье пысăк, ĕçлемелле. Бригадăна çÿреме пуçларăм. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех колхозра тăрăшрăм, — иртнине аса илчĕ Иульяна Емельяновна.
Унăн ячĕпе ашшĕ ятне калама çăмăлах мар — чĕлхе çыхланать. Вĕрентекен ятне калама хăнăхас тесе пĕрремĕш классем пайтах нушаланнă ĕнтĕ.
— Ун пекки те пулнă пуль, халĕ маннă, — хушса хучĕ Ульяна аппа пĕр авăк шăп ларнă хыççăн.
1946 çулта вăл вăрçăран таврăннă Антон Власовпа /ăна ялта Тунькка тенĕ/ çемье çавăрнă. Антон Федорович колхозра кладовщикре, стройкăра ĕçленĕ. Власовсем виçĕ ача пăхса ÿстернĕ. Асли Юрий ракета çарĕнче хĕсметре тăнă. Шел, радиаци илнĕрен килне те çитеймен, пурнăçран сарăмсăр уйрăлнă. Алевтина чирлесе вилнĕ. Михаил пенсие тухнă пулсан та Шупашкарти «Элара» заводра инженерта вăй хурать. Амăшĕ патне кашни канмалли кунах килсе çÿрет. Антон Федорович вара 1974 çултах куçне яланлăхах хупнă.

Кĕреке

Ульяна аппа паян тăватă мăнукĕпе, мăнукĕсен пилĕк ачипе хĕпĕртесе пурăнать. 2018 çулхи раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче тулли кĕреке пуçтарсах пĕр ĕмĕрхи юбилейне паллă тунă вĕсем.
— «Эсир 100 çулта-и? Сире чи нумаййи те 75 çул кăна пама пулать», — савăнтарса хăварчĕ-ха çуралнă куна килнĕ Вăрмар районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Васильев. Мĕншĕн çавăн пек нумай пурăннине пĕлместĕп. Тĕрĕссипе, эпĕ 100 çула çитесси пирки шухăшлама мар, тĕлленмен те. Çĕрпе кун, çупа хĕл черетленсе ылмашăнчĕ, ĕмĕр иртни сисĕнмерĕ. Вăрăм кун-çуллă пуласси, тем тесен те, йăхранах килет. Аттене 93-ре чухне юлашки çула ăсатрăмăр. Унпа пĕртăваннисем пурте 90-ран иртиччен пурăнчĕç. Натюш аппи тăхăр вун улттăраччĕ, — каласа кăтартрĕ Ульяна аппа. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.