Комментари хушас

25 Кăрлач, 2019

Ветеран валли саккас парса галифе çĕлеттереççĕ

Поликарп Никифоров йĕм-шăлавара кăмăлламасть

Элĕк районĕнчи Мăн Вылă ял тăрăхĕнче паян пĕртен-пĕр ветеран пурăнать. Вăл — 97 çулти Поликарп Никифоров.

Госпитальтен вăрçа тухса тарнă

«Юрлас-и, юрлас мар-и» юрра ĕнĕрлесе тухрĕ малти пÿртрен Поликарп Никифорович. Ватă орден-медальне çакнă костюм, галифе, кăçатă тăхăннă. Аллинче — «лаша». Туяна шÿтлесе çапла калать вăл. «Мана курма Шупашкартан ятарласах килтĕр-и?» — куçне хĕссе йăл кулчĕ вăл…
«Нумайăшне маннă ĕнтĕ», — çапла пуçларĕ вăл калаçăва шăпине аса илме ыйтсан. Мăн Вылăра хресчен кил-йышĕнче çуралса ÿснĕ. Ашшĕпе амăшĕ Никифор Семеновичпа Агафья Аркадьевна пилĕк ачине çын тăвасчĕ тесе те колхозра ырми-канми ĕçленĕ. Поликарп çичĕ класс кăна вĕренейнĕ. Пĕр хĕрачапа 18 çухрăмри Элĕке пĕлÿ илме çÿренĕ. Унтан тантăшĕсемпе пĕрле колхозра вăй хунă, лашапа суха тунă. Етĕрне тăрăхне — çĕр улми леçме, Çĕмĕрлене, Вăрнара тырă ăсатма кайнă…
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Поликарп Никифоров Элĕкре связиста вĕреннĕ. 1942 çулта вăрçа кĕнĕ, Сталинград патĕнчи çапăçусене хутшăннă. Каярахпа 2-мĕш Украина фронтĕнче пулнă, çыхăну йĕркелеме пулăшнă. Пуçран, уринчен виçĕ хутчен амантнă ăна. Чылай вăхăт госпитальсенче сипленме тивнĕ унăн. Пĕррехинче вăл тÿсеймен, хăйĕн чаçĕнчен, юлташĕсенчен юлас мар тесе сиплев учрежденийĕнчен тухса тарнă. Çĕнтерĕве паттăр салтак Австрире кĕтсе илнĕ. Вăрçă хыççăн та киле час яман вĕсене. Тăван килне вăл 1947 çулхи Çĕнĕ çул каçхине пырса кĕнĕ.
«Киле таврăнсан виçĕ кун та килте ĕçлеймерĕмĕр. Патшалăх валли вăрман касма ячĕç. Унтан таврăнсан Элĕкри агрономсен курсне пĕлÿ илме кайрăм. Тÿрех бригадира лартрĕç. Ку ĕçре 10 çул вăй хутăм. Каярахпа ферма, склад заведующийĕсенче ĕçлерĕм. Ĕç ветеранĕ пулса тăтăм», — калаçу çăмхине сÿтрĕ Поликарп Никифорович.
1948 çулта вăл ял хĕрне Вера Фомкинăна качча илнĕ. Чиперккене йĕкĕт колхоз ĕçĕнче куç хывнă. Никифоровсем ултă ача — тăватă ывăлпа икĕ хĕр — пăхса ÿстернĕ. Хĕрĕсем Шупашкарта тĕпленнĕ, ывăлĕсем ялтах пурăнаççĕ. «Поликарп» грек чĕлхинчен куçарсан «çимĕçĕнчен пуян» тенине пĕлтерет. Поликарп Ники-форович чăннипех те пуян çын паян: 6 ача, 17 мăнук, мăнукĕсен 18 ачи савăнтараççĕ ăна. Шел, çак хĕпĕртĕве мăшăрĕ Вера Петровна унпа пайлаймасть — виçĕ çул каялла пурнăçран уйрăлнă вăл.

110 çула çитме ĕмĕтленет

«Пирус туртмастăп, эрех ĕçместĕп, апат тиркеместĕп. Хĕрарăмсем патне каймастăп, пур пулсан кансĕрлеместчĕ те… /йăл кулчĕ. — Авт./. Пурнăç кичем теместĕп. Телевизорпа чăваш юррисене итлетĕп. Кăнтăрла выльăхсемпе йăпанма тухса кĕретĕп. Ĕне, сурăхсем пур пирĕн. Мăнуксем те мана илĕртме пĕлеççĕ. Вĕсемпе çиччас шкулта вĕреннĕ юрăсене юрласа илетпĕр», — хавасланчĕ шур сухал. Малалла вулас...

Пилĕк самант
1. 1945 çулхи çу уйăхĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пĕтнине пĕлтерсен Австрири салтаксен пĕр ушкăнĕ савăннипе спирта шывпа хутăштармасăрах ĕçнĕ, темиçе каччăн çавна пула чĕри тапма чарăннă. Поликарп Никифоров ку шĕвеке ĕçес темен, вăл хăйĕн «паекне» хура çăкăрпа улăштарнă.
2. Вăрçă хыççăн Поликарп Никифоров Венгрире çарта тăнă. Пĕррехинче хулара пралук йăтса пыраканскере хирĕç сумка йăтнă, çÿллĕ кĕлеллĕ пушмак тăхăннă майра тĕпĕлт-тĕпĕлт утса пынă. Йĕкĕт хыттăн апчху тунă та венгр хĕрарăмĕ «иштм, иштм» тесе кайса ÿкнĕ. Майра вилсе кайнă пуль тесе Поликарп çаврăнса пăхмасăр тарнă.
3. Мăн Вылă ялĕнчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн çичĕ ордена тивĕçнĕ. Вĕсенчен пĕри — Поликарп Никифоровăн, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ. Вăрçă чарăнсан çулталăк Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕшĕн — 10, «Паттăрлăхшăн» медальшĕн 5 тенкĕ илсе тăнă.
4. Хăй вăхăтĕнче Поликарп Никифоров пĕр хĕрарăмпа хăйсен ялĕнчен 80 çухрăмра вырнаçнă Шупашкара çуран кайнă: ирхи тăватă сехетре тухнă та тавралăха каç сĕмĕ çапсан çитнĕ. Унта вĕсем Мăн Вылă пасарĕнче туяннă махоркăна сутса тăвар илнĕ. Каярахпа лаша кÿлсе тĕп хулана çунтармалли-сĕрмелли материалсем илме çÿренĕ.
5. 95 çулта чухне вăрçă ветеранĕн пÿсĕр тухнине пула операци сĕтелĕ çине выртма тивнĕ. «Чăтаймасть, вилет пулĕ», — тенĕ тăванĕсем. Элĕк больницин тухтăрĕсем Поликарп Никифорова тĕрлĕ УЗИ туса тĕрĕсленĕ те тĕлĕннĕ: «Çак çулта та йăлтах йĕркеллĕ». Çавăнпах операци хыççăн вăл ура çине часах тăнă. Апла пулсан Поликарп Никифоровăн Турă панă кунĕ пĕтмен-ха. 

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.