Вилĕмрен икĕ хутчен хăтăлса юлнă

1 Чÿк, 2019

Иван Фирсов 100 çул тултарсан кĕçĕн мăнукĕ салтака кайнă

Ку çул Çĕнĕ Шупашкарти Фирсовсен çемйишĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Атте, асатте, кукаçи, мăн асаттепе мăн кукаçи ятне илтнĕ çемье пуçĕ Иван Фирсович 100 çул тултарнă ятпа манăçми уяв ирттернĕ. Вăл 1919 çулхи çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче Тĕкĕрç ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Хальхи вăхăтра мучи — кĕçĕн хĕрĕн Надеждăн тимлĕхĕнче. Хăй тĕллĕн утаймасть ветеран, юлашки вăхăтра алла кашăк та тытайми пулнă.

Темиçе патрон панă та...
Иван Фирсович йышлă çемьере çитĕннĕ — унăн вунă пĕртăван. Иван чи асли пулнăран мĕн пĕчĕкрен яваплăха пĕлнĕ. Вăл ача чухнех çурма тăлăха юлнă, амăшĕ çĕре кĕрсен ашшĕ тепĕр хĕрарăма качча илнĕ. Иванăн пурнăçĕ пыл та çу пулман паллах. Вунă ача çуралнă, иккĕшĕн пурнăç çулĕ вăрăм пулман, пĕчĕклех вилнĕ. Халĕ Иван Фирсовичăн Шупашкарта икĕ йăмăкĕ кун кунлать.
— Атте Фирс Игнатьевич атă-пушмак ăсталас ĕçе питĕ лайăх пĕлнĕ, мана та ачаранах явăçтарчĕ. Çынна тытса ĕçл еттермен, йăл тах хамăр тунă. Ялĕпех вăл хатĕрленĕ атă-пушмакпа çÿретчĕç, хĕлле кăçатă йăваланă. Хальхи пек ĕçсĕр аптăраса лармашкăн ним чухлĕ те пушă вăхăт пулман, — калаçу çăмхине сÿтрĕ мучи. — Салтак çулĕсене çитсенех Хĕрлĕ çар ретне тăтăм. Служба вĕçленсе пыратчĕ ĕнтĕ, çар пурнăçĕпе сыв пуллашса киле таврăнас ĕмĕтпе хăпартланса пурăнаттăм. Веçех пăчланчĕ...
Чăваш каччин çутă ĕмĕтне Тĕнчен иккĕмĕш вăрçи тĕп тунă. Нимĕçсем пирĕн çĕршыва тапăнса кĕнĕ вăхăтра Иван Фирсович Украинăри чаçре служба тухнă, шăпах çав вырăна тăшмансем çавăрса илнĕ. Ниçта тарса пытанаймăн. Хăй каланă тăрăх, пĕрер винтовка тата темиçешер патрон валеçсе панă вĕсене. Нимĕçсен вара шучĕ çук. Штыкпа çеç кĕрешеймĕн.
— Пирĕн салтаксем вăрмана тарма шухăшларĕç. Эпĕ чухларăм: унта пытанма юрамасть. Нимĕçсем чи малтан вăрманта шырĕç. Салтаксен ушкăнĕ вăрманалла чупрĕ, темиçешĕ, вăл шутра эпĕ те, тыр-пул уйĕнче пытанса юлтăмăр. Тепĕр кунхине пăхатпăр: вăрмана тарнисене пурне те фашистсем тыткăна илнĕ. Уйра темиçе кун пытанса пурăнтăмăр, çăвар чăтма çук типрĕ. Çывăхра шыв пулсан та унта çитеймĕттĕмĕр, тăшман пулеметчикĕсем тавралăха сăнаса тăратчĕç, ăçта хускалнине асăрхаççĕ — çавăнталла шатăртаттараççĕ. Майĕпен хырăмпа шăва-шăва пĕр лупашка пекки патне тухрăмăр, унта кăштах шыв пурччĕ. Çăвар типпине ирттерме май пачĕ вăл, — иртнине куç умне кăларчĕ ветеран.
Анчах ăнăçу нумайлăха тăсăлман уншăн — нимĕçсен каратель отрячĕсем килсе тухсан мĕн пур салтака тыткăна илнĕ. Вĕсене икĕ рет йĕплĕ пралук карнă «картара» тытнă. «Капла юрамасть. Тармалла», — çак шухăшпа çеç пурăннă Иван Фирсов. Салтаксен пĕр ушкăнĕпе план хатĕрлеме пуçланă, пралук касмалли ятарлă хачча та тупнă. Палăртнă каç çитнĕ. Таврара нимĕç салтакĕсем кăшкăрни, йытă вĕрни, хушăран автомат сасси илтĕннĕ. Çамрăк яшсен ушкăнĕнчен иккĕшĕ тĕттĕмре йĕплĕ пралукăн шалти пĕрремĕш ретне шăппăн касса татнă та хаш! сывланă. Ирĕклĕх çав тери илĕртнĕ вĕсене. Хачă тытнăскерсен хыçĕнче тус-юлташĕ тапса сикмешкĕн хатĕрленсе çĕр çумне лăпчăнса выртнă. Пралукăн иккĕмĕш ретне тĕкĕннĕ çеç — хайхи икĕ салтака ток çапнă, тăрук прожекторсем çуталнă. Хыççăн — автомат шатăртатни. Икĕ çамрăка вырăнтах персе вĕлернĕ. Ыттисен телейĕ пулнă — вĕсене асăрхаман. Иван Фирсова та шăпа чĕрĕ юлма пÿрнĕ. Ăраскалĕ пулнах унăн.
— Кайран пире чукун çул çине ĕçлеме илсе кайрĕç. Тыткăнран тарас шухăша çаплах пăрахăçламарăм. Епле те пулсан хăтăлмалла. Пире, ĕçлекенсене, хураллакан нимĕç çамрăках марччĕ, пăшалне йăтса унталла- кунталла утрĕ. Инçех мар ыраш пусси пурччĕ. Унта кĕрсе пытан-ма май пурри шанчăк пачĕ, чуна ăшăтрĕ. Хуралçă çурăмпа çаврăннă самантра тула тухмалла тенĕн уялла васкарăм. Шăв-шав çĕкленмерĕ, эппин, мана асăрхамарĕç... — тыткăн пирки аса илни паянхи кун та Иван Фирсовича пăлхану кÿрет.
Кăвапине шăлпа çыртса татнă
Тăшмансен аллинчен хăтăлсан Иван Фирсов партизансен ретĕнче çĕршыва хÿтĕленĕ, каярахпа — тĕп çарсенче. Отделени командирĕн ятне тивĕçнĕскере Курск пĕккинчи çапăçура амантнă. Госпитальте сахал мар сипленме тивнĕ салтакăн, çур çула яхăн. Ун хыççăн çар ретне тăма пултарайманран Иван Фирсовича тăван тăрăхне янă.
Яла таврăнсан тĕрлĕ çĕрте вăй хунă вăл: колхозра счетоводра, лавккара, лесникре, сысна фермин ертÿçинче... Çĕнĕ Шупашкар хулинчи хваттере куçсан ТЭЦра тивĕçлĕ канăва тухиччен вăй хунă. 27 çулта Иван Фирсович Тĕкĕрç ялĕнче пурăнакан, хăйĕнчен виçĕ çул кĕçĕнрех хĕрпе Марфăпа çемье çавăрнă. Пике те йывăр шăпаллă пулнă, 12 çултах амăшĕсĕр юлнă. Тăватă пĕртăванĕнчен иккĕшĕ пĕчĕклех çĕре кĕнĕ... Çамрăксем пĕрлешнĕ. Малтанлăха — Марфăн кукамăшĕнчен юлнă çуртра, кăштахран хăйсем хăпартнă пÿртре кун кунланă. Виçĕ хĕрпе виçĕ ывăла кун çути парнелесе ура çине тăратнă Фирсовсем.
— Пĕр ывăл çеç больницăра çуралчĕ, ыттисем — килтех. Вăл вăхăтра ялта хĕрарăмсене ача çуратма пулăшакан карчăксем пурччĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕн лесничествинче вăй хунă вăхăтра мăшăр улттăмĕш ачапа йывăр çынччĕ. Ун чухне вăл çывăхри яла тирпейлÿçĕре ĕçлеме çÿретчĕ. Вăрман хуçалăхĕ уйăрса панă пысăк çуртра икĕ çемье пурăнаттăмăр. Кÿршĕре лесник çемйиччĕ. Марфа витене кĕнĕ те — алăкĕ питĕрĕнсе ларнă. Шăп çав хушăра аптăраса ÿкнĕ вăл. Пулăшу ыйтса кăшкăрнине илтсе кÿршĕ хĕрарăмĕ чупса килмен пулсан Надя витерех çуралĕччĕ пуль, — каласа кăтартрĕ Иван Фирсович.

ШУХĂШ
Виталий ФИРСОВ, Иван Фирсовичăн ывăлĕ:
Атте пире лайăх çын пулма вĕрентрĕ. Шел, унăн ывăлĕсенчен эпĕ çеç пурăнатăп, пĕри пурнăçран уйрăлнă, тепри сакăр çул каялла хыпарсăр çухалчĕ. Атте чăннипех ăстаччĕ, вăл пĕтĕм ĕçе çыпăçуллă пурнăçлатчĕ. Çемйи ытлă-çитлĕ пурăнтăр тесе ырми-канми тăрăшрĕ. Ачисем тумтирлĕ, тутă пулччăр çеç. Килте пыл хурчĕсем тытатчĕ, атă-пушмак çĕлетчĕ, юсатчĕ. Пире те çак ĕçсене явăçтарчĕ. Питĕ тăрăшуллă çын вăл. Пирĕншĕн атте яланах тĕслĕх вырăнĕнче. Аттепе анне тĕрĕс воспитани панăран яваплă çитĕннĕ. Атте вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ чухне, аннепе вăрманта пурăннă хушăра, эпир, пилĕк ачи, килте хамăр тĕллĕн кун кунланă. Аслă аппа кĕçĕнреххисене пăхнă. Аттепе анне кашни эрнере килсе çÿретчĕç, эрнелĕх çăкăр пĕçерсе хăваратчĕç. Çуллахи каникулта утарта вăхăт ирттернине астăватăп. Вăл унти пыл хурчĕсене пăхатчĕ. Атте вĕрентнипе çеç атă-пушмак юсама, кăçатă йăвалама пĕлетĕп. Ватлăхра та ахаль лармарĕ, мăнукĕсене ăшă кăçатă ăсталаса тăхăнтартатчĕ. Аннепе атте пĕрле 60 çул пурăнчĕç, пĕр-пĕрне хăр-хар кăшкăрнине нихăçан та илтмен. Атте вăрçăра пулнипе кăкăр çапса мухтанман, нушаллă çулсене сайра хутра çеç аса илетчĕ. Унăн награда сахал мар, Хĕрлĕ Çăлтăр, Георгий Жуков маршал орденĕсем те пур.Вăл купăс ăста калатчĕ, аннепе иккĕшĕ хăнана çÿреме юра-татчĕç. Çул çинче юрлама кăмăлланине пĕлетĕп. Атте питĕ ăслă, вулама-çырма пĕлнĕ, çичĕ класс пĕтернĕ. Çавăнпа хаçат-журнал та нумай çырăнса илетчĕ. Тулли верси....

www.hypar.ru

Нина ЦАРЫГИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.