Чăвашăн чăн-чăн Юратăвĕ
Авалхи чăваш каçхи тÿпене тинкерсе пĕр юрă тăснă: «Çăлтăр витĕр çул выртать, эпир каяс çул пуль вăл». Юрлани те мар, хурлăхлăн ĕнĕрлени пулнă пулĕ. Мĕншĕн тесен ку юрăра ĕмĕрсен тунсăхĕ упраннă: пурăнать-пурăнать те этем, пурнăç тăвать - вăхăт çитет те - тăванĕ-пĕтенĕ-хурăнташĕпе, кÿршĕ-арши-ял-йышпа, тавралăхпа, çутçанталăкпа, тĕнчепе, пурнăçпа яланлăх сывпуллашса хăйĕн юлашки çулне пуçтарăнмалла унăн, çав юлашки çул шăпах çак каçхи тÿпе анлăхĕнче лаппăшпех сапаланнă çăлтăрсем витĕр выртать.