Пулăм

27 Нарăс, 2014

Чăваш Енре - цифра телекуравĕ

Нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Енре халăха цифра телекуравĕн ыйтăвĕсемпе консультаци пулăшăвĕ паракан центр уçăлчĕ. Çавăн пекех республикăра DVB-T2 стандартлă эфир цифра телекуравне тест режимĕпе хута ячĕç.

Мероприятие ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Алексей Новиков, «Раççей телекуравпа радиохыпарлав сечĕ» /РТРС/ ФПУП филиалĕн «Чăваш Республикин радиотелекурав передача центрĕн» директорĕ Дмитрий Авербах, сумлă ытти хăна хутшăнчĕç. Çÿлерех асăннă центр Шупашкарта Радио çуртĕнче /Николаев космонавт урамĕ, 4 çурт/ вырнаçнă.

15 Нарăс, 2014

Вĕсен паттăрлăхĕпе мăнаçланатпăр

1979 çулхи раштавăн 24-мĕшĕнче Кабул çывăхĕнчи Баграм аэродромра 105-мĕш гварди десант дивизийĕн самолечĕсемпе вертолечĕсем анса ларнă. Çав вăхăтрах Кушка урлă Совет Çарĕн чикĕ çывăхĕнчи стрелоксен 357-мĕш тата 66-мĕш дивизийĕсем Афганистан çĕрĕ çине кĕнĕ. 1980 çулхи нарăс уйăхĕ тĕлне пирĕн çарсен контингенчĕн йышĕ 50 пин салтакпа офицера çитнĕ. 1980 çулхи çĕртме-утă уйăхĕсенче кунта мотострелоксен 16-мĕшпе 54-мĕш дивизийĕсене куçарнă. Çак вăрçă 1979 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнчен тытăнса 1989 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕччен - вунă çула яхăн тăсăлнă.

8 Нарăс, 2014

Патшалăх интересĕсене тĕнче шайĕнче хÿтĕлеççĕ

Нарăсăн 10-мĕшĕнче Раççейри дипломати ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Ăна çĕр-шыв Президенчĕн 2002 çулхи юпа уйăхĕнчи йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ.

25 Кăрлач, 2014

«Ялав чыса, паттăрлăха сăнарлать»

РФ федерацин наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан службин /вырăсла - ФСКН/ Чăваш Республикинчи управленине кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура ялав пачĕç.

Pages