Патшалăх интересĕсене тĕнче шайĕнче хÿтĕлеççĕ

8 Нарăс, 2014

Нарăсăн 10-мĕшĕнче Раççейри дипломати ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Ăна çĕр-шыв Президенчĕн 2002 çулхи юпа уйăхĕнчи йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ.

Раççейĕн политика тулашĕнчи ведомствин историйĕ Хаяр Иван хуçаланнă тапхăртан - тăххăрмĕш ĕмĕртен çырăнма пуçланă. Пĕрремĕш Петĕр патша Хаяр Иванăн Посол приказĕн тытăмне улăштарса Ют çĕр-шывсен ĕçĕсен коллегине туса хурать, каярахпа, 1802 çулта, I Александр ăна çĕнетсе Ют çĕр-шывсен министерствине çирĕплетет. Советсен вăхăтĕнче вăл хăйĕн ятне тепĕр хут улăштарать - Ют çĕр-шыв ĕçĕсен халăх комиссариачĕ. 1946 çулхи пуш уйăхĕнче унчченхи ятне тавăрнă. Паян Раççей Федерацийĕ 180 ытла патшалăхпа дипломати çыхăнăвĕ тытать, чикĕ тулашĕнче 140 посольство, 74 генеральнăй консульство тата 4 консульство пур. Совет Союзĕн, вăл саланса кайсассăн - Раççейĕн вун-вун сумлă дипломатне асăнма пулать: Лев Михайлович Карахан, Георгий Максимович Пушкин, Олег Александрович Трояновский, Юлий Михайлович Воронцов, Андрей Андреевич Громыко... А.Громыко, сăмахран, СССР Ют çĕр-шыв ĕçĕсен министерствине 28 çул ертсе пынă, 1985-1989 çулсенче СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Председателĕнче тăрăшнă. Евгений Максимович Примаков çинчен те ырă сăмах нумай калама пулать. Вĕсем тата ыттисем тăван çĕр-шывăн интересĕсене тĕнче аренинче хÿтĕленĕ, дипломати службин пĕлтерĕшĕ çав тери пысăккине çирĕплетнĕ.

Çак пĕлтерĕшĕн хакĕ паян та чакмасть. Раççей Президенчĕ Раççей Федерацийĕн Тулашри политикин концепцине çирĕплетнĕ хыççăн татах ÿснĕ. Вăл тĕнче аталанăвĕн тĕп тенденцийĕсен тулли тишкерĕвĕпе наци интересĕсене пур енлĕн хÿтĕлени çинче никĕсленет. Раççей дипломатийĕн чи лайăх енĕсемпе йăли-йĕркисен шутне професси культурине, хăйсен ĕçне чунтан парăннине, çĕр-шыва юратнине, наци интересĕсене ăнланса йышăннине кĕртмелле. Çак йăла-йĕрке нихăçан куçми пĕлтерĕшлĕ, Раççей дипломати служби çĕкленекен çирĕп никĕс.

Çĕр-шыври дипломати корпусĕ тăтăшах аслă шкулсенчен чи лайăх паллăсемпе вĕренсе тухакансемпе пуянланса пырать. Халĕ дипломат специальноçне Мускавра кăна мар, Чул хулара та вĕренме пулать. Кунти университетăн халăхсен хутшăнăвĕсен факультечĕ 2002 çулта регионти аслă шкулсенчен чи малтан РФ Ют çĕр-шывсен ĕçĕсен министерствипе тунă килĕшĕве алă пуснă. Студентсем вĕренÿ хыççăн РФ ЮÇĔМинĕн чикĕ тулашĕнчи учрежденийĕсенче практикăра пулаççĕ, тĕп аппарата ĕçе вырнаçаççĕ. Вĕреннĕ тапхăрта студентсенчен чылайăшĕ Министерствăн Чул хулари представительствинче, унăн Кироври, Ижевскри, Саранскри, Шупашкарти уйрăмĕсенче ĕç вăрттăнлăхĕсене алла илеççĕ. Шкултан вĕренсе тухакансем валли кашни çулах «Дипломат пулас килет» конкурс йĕркелеççĕ. Вăл кăçал та иртмелле. Унта çĕнтернисем «Халăхсен хутшăнăвĕсем» специальноçа вĕренме сĕнÿ-документ илеççĕ. РФ ЮÇĔМинĕн дипломати академийĕнче кашни çулах 300 яхăн дипломат хăйĕн квалификацине ÿстерет.

Ют çĕр-шывсен ĕçĕсен министерствин Чул хулари представительствипе унăн Шупашкарти уйрăмĕн тĕп тивĕçĕ - дипломати службипе федераци субъекчĕн ĕç тăвакан влаç тытăмĕ хушшинчи ĕçлĕ çыхăнăва çирĕплетесси тата ăна аталанма пулăшасси, министерствăн федерацин Атăлçи округĕнчи территори подразделенийĕсен ĕç-хĕлне йĕркелесси. Шупашкарти уйрăмĕн тĕп ĕçĕ: чикĕ тулашне çÿремелли паспорт, Чăваш Енри предприятисемпе учрежденисен ют çĕр-шыври партнерĕсем валли виза хатĕрлесси. Паллах, ытти те. Вăл шутра - чикĕ тулаш енче çивĕч лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ ентешсене право ыйтăвĕсемпе пулăшасси... Кунсăр пуçне РФ ЮÇĔМинĕ Раççей таварĕсене ют çĕр-шыв рынокĕсене кăларма, килĕшÿсемпе контрактсем çырма, ку е вăл информацие илме пулăшать. Ют çĕр-шыв инвестицийĕсене хамăр çĕр-шыври производствăна вырнаçтарать. Кĕскен калас тăк, регионсен аталанăвне пысăк тÿпе хывать.

Чăваш Ене чикĕ леш енчи делегацисем тăтăш килеççĕ, сывлăх сыхлавĕнчи, ял хуçалăхĕнчи, культурăри, вĕренÿри, суту-илÿри, йывăр промышленноçри икĕ енлĕ килĕшÿсене алă пусаççĕ. Вĕсене Чăваш Ен экономики тăнăç аталанса пыни илĕртет. Паянхи кун пирĕн республика тĕнчери 80 ытла патшалăхпа тĕрлĕ сферăра тачă çыхăну тытать. Раççей гражданĕсемпе пĕрлех Чăваш Ен çыннисем те чикĕ леш енне канма та, ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелеме тухса çÿреççĕ. Вĕсене çак ыйтусене татма Чул хулари представительствăн Шупашкарти уйрăмĕ пысăк пулăшу кÿрет: ют çĕр-шыв паспортне, виза тăвать, тĕплĕ консультаци парать... Уйрăм коллективĕ асăннă уява çывăх çынсене Раççейри дипломати ĕçченĕсен кунĕпе ăшшăн саламлать, яваплă ĕçре малашне те ăнтăлу, чăтăмлăх тата тимлĕх сунать.


Юрий СТЕПАНОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.