Пурăнатпăр-ха, аптăрамастпăр
Çĕнĕ Шупашкарти "Химпромри" инкек - 1974 çулхи апрелĕн 27-мĕшĕнчи пушар - çинчен темиçе çул каялла çеç калаçма пуçларĕç. Вăхăтĕнче юраман, чарнă: пулса иртни вăрттăнлăх шутланнă. Пушара сÿнтерме хутшăнакансене "сăмах сарма юраманни" çинчен асăрхаттарса алă пустарнă. 1-мĕш тата 2-мĕш пушар чаçĕсен регистраци кĕнекинчен "хими заводне вут-кăвар сÿнтерме кайни" пирки çырнă йĕркесене "туртса хунă". Пушарпа кĕрешекенсен медицина карттисен страницисем те "çухалнă".