Комментари хушас

27 Раштав, 2014

Советскинче - «Хĕвел» ача сачĕ

Тĕпрен юсанă хыççăн çĕнĕрен уçăлнă ача сачĕ хĕвел шевлисемпе тулса çуталнăн тата чиперленнĕн туйăнчĕ. Хитре, илемлĕ ята - «Хĕвел» - тÿрре кăларнăнах. 25 ача хăйне юмах тĕнчине лекнĕнех туйрĕ пулĕ.

Пурте хĕпĕртенĕ: ахальтен мар йăлт курасшăн, тытса пăхасшăн. Вĕсене аталантарма, тĕнчине пуянлатма, пурнăçне тулли тума май пултăр тесе аслисем пайтах тăрăшнă, 3,5 млн тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Укçине регионти шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекен вĕрентÿ тытăмне модернизацилемелли программăпа килĕшÿллĕн Чăваш Республикин бюджетĕнчен уйăрнă, проект ĕçĕсене пурнăçлама вара – район бюджетĕнчен. Тăрăшни сая кайман.

Строительсем кăмăлтан ĕçлени те куçкĕрет. Иван Матросов ертсе пыракан «Ника» пĕрлĕхре вăй хуракансем çурт çивиттине, урайне улăштарнă, стенисене чуншăн ăшă тĕссемпе сăрланă, тул енчен сайдингпа витсе çаврăннă. Хулари ача садĕнчи ырлăх кунта та çитнĕ: ачасем валли çăвăнмалли пÿлĕм пур, вĕри шыв тата ытти те. Декабрĕн 17-мĕшĕнче, ача садне савăнăçлă лару-тăрура тепĕр хут уçнă кун, строительсен вĕсене пулăшнă, тăрăшуллă ашшĕ-амăшĕ ячĕпе тав сăмахĕ чылай янăрарĕ. Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Кузьмин хăйĕн сăмахĕнче юсав ĕçĕсене кăçал пурнăçламан пулсан «Хĕвел» ача пахчине хупас хăрушлăх та тухса тăнине, çак ыйтăва вăхăтра татса пама пултарнине палăртрĕ. «Ника» пĕрлĕх ертÿçи И.Матросов, В.Бахмисов строитель, ача амăшĕ А.Антонова, И.Филипповăпа Н.Васильева воспитательсем, ача сачĕн ертÿçи Н.Сергеева район администрацийĕн Хисеп хутне тивĕçрĕç. Район депутачĕ Лариса Спасова урайне сарма кавир парнелерĕ, Етĕрнери райпора тăрăшакан Владимир Осокин Патшалăх Канашĕн депутачĕн В.Павловăн парнине - тавар сертификатне - çитерсе пачĕ.

- Манăн ĕмĕт тинех пурнăçланчĕ. Патшалăх ялта вырнаçнă ача сачĕсене те тимлĕх уйăрнине хамăр курса ĕнентĕмĕр, - терĕ «Хĕвел» ертÿçи Надежда Сергеева. Хăнасене вăл ăшшăн тав турĕ.

Уяв уявах. Вăл савăнăçлă та киленÿллĕ пулмалла. Çапах та чуна кăшт пăшăрхантарса илнĕ самант çинчен çырмаллах пулĕ тетĕп. Ашшĕ-амăшĕ ачисемпе чăвашла калаçать, вĕсене сăвă вулаттарма тăрсан – пĕри те чăвашла пĕр сăвă та пĕлмест иккен. Ирина Филиппова воспитатель, 18 çул çак ĕçре тăрăшаканскер, кĕске самантрах ачасемпе хĕвел ăсталарĕ, ăна «çÿл тÿпене» çитерчĕ, кашни пепкене курăк çине чечек «ларттарчĕ» /чечекĕ çинче ача сăнÿкерчĕкĕ!/, чăн чăвашла калаçса илем тĕнчине юрă-ташăпа пуянлатма хăнăхтарчĕ.

 

Лилия Петрова,

Етĕрне районĕ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.