Йĕркелĕх хуралĕнче - 12 çул

20 Пуш, 2015

Темиçе кун каялла Пĕрремĕш канал эфира кăларнă «Пусть говорят» кăларăмра наркомани чирĕпе нушаланакансен ыйтăвне çĕкленĕччĕ. Хальхинче унта Шупашкар хĕрарăмĕ те хутшăнчĕ. Унăн ывăлĕ «шурă вилĕм» тыткăнне лекнĕ. Çакăн çинчен вăл чуна ыраттармалла каласа кăтартрĕ. Шел те, юлашки çулсенче наркотиксен авăрне питĕ нумай çамрăк путать. Мĕнле çăлмалла вĕсене çак инкекрен?

Ыйтăвăн хуравне шыранă май çак ĕçре наркополицейскисен пĕлтерĕшĕ пысăккине ăнланса илтĕм. Республикăри Наркоуправленин кулленхи ĕçĕ-хĕлĕ пиншер çынна инкекрен çăлать. Çакна ведомствăн професси уявне тата РФ Наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслекен службăна туса хунăранпа 12 çул çитнине халалланă мероприятире пулнă хыççăн тата та çирĕпрех туйса илтĕм.

Чăваш Республикинчи управлени пуçлăхĕ Евгений Барсуков генерал-майор уявра палăртнă тăрăх - ведомствăна никĕсленĕренпе наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслес тытăмри лару-тăрăва йĕркене кĕртес тĕлĕшпе нумай вăй хунă. Çак 12 çул хушшинче Чăваш Енри управленин кунçулĕнче те ырри сахал мар пулса иртнĕ. Служба наркобизнеспа тата наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешес ĕçре хăватлă тата тухăçлă тытăм пулса тăнă. Управлени ĕçченĕсем 4600 ытла преступление уçса панă, 342 наркопритона тĕп тунă, 3 пине яхăн çынна уголовлă майпа явап тыттарнă. 400 килограмм ытла наркотик туртса илнĕ - пĕтĕмлетсе каласан - «наркомафие» 200 млн ытла тенкĕлĕх сăтăр тунă, çĕр-çĕр пин доза палăртнă вырăна çитеймен.

Наркотĕрĕслев управленийĕ право хуралĕн, республикăн ĕç тăвакан влаç, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе, Федерацин хăрушсăрлăх, Миграци службисемпе, прокуратурăпа, Следстви комитечĕпе, таможньăпа, православи чиркĕвĕпе тата ытти ведомствăпа тачă çыхăнса ĕçлет. Çак ĕçтешлĕх профилактика ĕçĕсене тухăçлă туса пыма май парать. «Наркотиксемпе усă куракансене реабилитацилес тата ресоциализацилес тытăма йĕркелеме пуçланă. Ку енĕпе уйрăмах республика тата муниципалитет шайĕнчи наркотиксене хирĕçле комиссисен ĕçĕ тухăçлă», - палăртрĕ генерал-майор.

Раççей Федерацийĕн Наркотĕрĕслев службин, Чăваш Республикин ертÿлĕхĕ управлени сотрудникĕсен ĕçĕ-хĕлне пысăка хурса хаклать. Професси уявĕнче те служба тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакансене палăртмасăр хăвармарĕç. Управленин чи лайăх 15 сотрудникне патшалăх наградисем парса чысларĕç.

Уява патшалăх влаç органĕсен, министерствăсемпе ведомствăсен представителĕсем хутшăнчĕç. Чăваш Ен наркополицейскийĕсене федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Олег Мешков /сăнÿкерчĕкре/ саламларĕç.

Валентина БАГАДЕРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.