Комментари хушас

27 Пуш, 2015

Хĕвеле Уйăх хупларĕ

"Иртнĕ эрнекун Çĕр çинче çутçанталăкăн тĕлĕнмелле пулăмне сăнама тÿр килчĕ. Пĕлес килет: Çĕр чăмăрĕн хăш кĕтесĕнчен Хĕвеле Уйăх хуплани аванрах курăннă-ши? Мĕн вăхăта тăсăлнă çак пулăм?

В.ЕФРЕМОВ.

Шупашкар районĕ.

Уйăх Хĕвеле йăлт хупланине час-часах кураймăн. Çакна хальхинче Фарер утравĕсем тата Шпицберген архипелагĕнче пурăнакансем çеç чи нумай вăхăт хушши - 2 минут та 46 çеккунт - сăнама пултарнă.

Мĕнпур Европăра тата Африкăпа Азин пысăк пайĕнче хĕвел кăшт хупланнине курма май пулнă. Исландире пĕтĕмпех тенĕ пек хупланнă, Шотландире Уйăх Хĕвеле 94 процент хупланă. Раççейре тĕлĕнтермĕш çак пулăма сăнамалли чи меллĕ вырăн Мурманск пулнă. Ку тăрăхра Уйăх Хĕвеле 87 процент хупланă.

"Нордавиа" авиакомпани Мурманск аэропортĕнчен ятарлă рейс йĕркеленĕ. Самолет Баренец тата Норвеги тинĕсĕсем çийĕн 10 çухрăм çÿллĕшĕнче тăватă сехет вĕçсе çÿренĕ. Çапла майпа авиакомпани пассажирсене Хĕвеле Уйăх хупланине курма май туса панă. Билет хакĕ - 10 пин тенкĕ.

2009 çулхи июлĕн 22-мĕшĕнче XXI ĕмĕрте пĕрремĕш хут Хĕвел Уйăх хыçĕнче чи нумай вăхăт "пытанса" тăнă. Çак тапхăр 6 минут та 39 çеккунта тăсăлнă. Хальхинче вара - 2 минут та 46 çеккунтлăха хупланнă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.