Пуçару

2 Нарăс, 2016

Ĕмĕт-тĕллев Олимп çÿллĕшне те çĕклĕ

Ĕмĕчĕ пурнăçланасса хытă шанакансене, ăна çывхартма куллен çине тăракансене çитĕнÿ кĕттерместех. Мускавра тăлăхсене пулăшас йÿтĕмпе йĕркеленнĕ «Ырăлăх арифметики» фонд пуçарăвĕпе ÿкернĕ фильмсен ярăмне пысăк экран çин­че курнă май çак чăнлăх черетлĕ хут пуçа кĕчĕ. «Ăнăçуллă тăлăхсем: пурнăç кĕрешĕвĕнче» - çакăн пек янăрать документлă фильмсем хатĕрлессипе çыхăннă проект.

22 Раштав, 2014

Пĕтĕмпех - палăк валли

«Хыпар» хаçатăн кăçалхи ноябрĕн 18-мĕшĕнчи кăларăмĕнче «Чăваш Ене, Крыма тата Севастополе пулăшакан коммерцисĕр ĕçтешлĕхпе» Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕ Балаклава тата Севастополь хулисене ирĕке кăларнă чухне паттăрлăх кăтартса пуç хунă ентешсене ĕмĕр-ĕмĕр асăнса палăк лартма укçа-тенкĕпе пулăшма чĕнсе калани пичетленнĕччĕ. Герой-хулан Севастополĕн тăванла масарĕсенче Чăваш Енĕн 70 ытла çар çыннине - офицера, сержантпа салтака - тирпейлесе пытарнă, вĕсен ячĕсене «Астăвăм» кĕнекине кĕртнĕ.

11 Раштав, 2014

«Сывлăх профилĕ» сывлăха упрама пулăштăр

2014 çулхи июлĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç пахалăхне ÿстерес тата сывлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе йышăнакан хушма мерăсем çинчен» Указ хатĕрленĕ. Хамăрăн тăрăхра «Сывлăх профильне» йышăнассине шăпах официаллă çав документпа килĕшÿллĕн пуçарнă та. Вăл халăхăн пурнăç пахалăхне тата сывлăхне лайăхлатмалли республикăн малашнехи аталанăвĕн стратегийĕ евĕрех.

18 Чÿк, 2014

Паттăр ентешсен ячĕпе - палăк

«Чăваш Ене, Крыма тата Севастополе пулăшакан коммерцисĕр ĕçтешлĕхпе» Чăваш Республикинчи

çар комиссариачĕ республикăра пурăнакансене, организацисене, учрежденисемпе предприятисене чĕнсе калани

Совет çарĕсем 1944 çулта Крыма ирĕке кăларнă чухне Балаклава хулине те нимĕç тата румын захватчикĕсенчен тасатнă. Севастополе фашистсенчен пĕтĕмпех хăтариччен виçĕ эрне, Аслă Çĕнтерÿччен çулталăк ытларах юлнă.

Pages