Пĕтĕмпех - палăк валли

22 Раштав, 2014

«Хыпар» хаçатăн кăçалхи ноябрĕн 18-мĕшĕнчи кăларăмĕнче «Чăваш Ене, Крыма тата Севастополе пулăшакан коммерцисĕр ĕçтешлĕхпе» Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕ Балаклава тата Севастополь хулисене ирĕке кăларнă чухне паттăрлăх кăтартса пуç хунă ентешсене ĕмĕр-ĕмĕр асăнса палăк лартма укçа-тенкĕпе пулăшма чĕнсе калани пичетленнĕччĕ. Герой-хулан Севастополĕн тăванла масарĕсенче Чăваш Енĕн 70 ытла çар çыннине - офицера, сержантпа салтака - тирпейлесе пытарнă, вĕсен ячĕсене «Астăвăм» кĕнекине кĕртнĕ.

Чĕнсе калани пичетленсенех пирĕн республика халăхĕ сăваплă пуçарăва ырласа йышăннă, палăртнă счет çине укçа-тенкĕ куçарма тытăннă. Чи малтанхисен йышĕнче Шăмăршă тăрăхĕнчи В.Столяров тата Трак енре çуралса ÿснĕ, халĕ Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан В.Григорьев пулнă. Василий Аркадьевич - тулли мар яваплă «Нектар» обществăн генеральнăй директорĕ. Унăн аслашшĕ тата йăхри вунпĕр пĕртăванĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче нимĕç захватчикĕсемпе çапăçнă. Василий Столяров палăк валли 3 пин тенкĕ куçарнă. Красноармейскинчи Василий Егорович Григорьев - 2 пин тенкĕ.

Балаклавăра çитес çулхи май уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Çĕнтерÿ кунĕнче, Чăваш Республикинче çуралса ÿснĕ, хулана нимĕç-румын фашисчĕсенчен ирĕке кăларса паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунă ентешсен ячĕпе палăк уçма палăртнă. Çак ырă ĕмĕте пурнăçа кĕртме 1 пин тенкĕ куçаракан та, 500 тенкĕ хывакан та пур. Пухмач майĕпен тулса пырать. Анчах хальлĕхе вăл палăк тумаллăхах çитмест.

Республикăри çар комиссариачĕпе «Чăваш Ене, Крыма тата Севастополе пулăшакан коммерцисĕр ĕçтешлĕх» Чăваш Енре пурăнакансене, организацисене, учрежденисемпе - предприятисене сăваплă ĕçе хастар хутшăнма сĕнеççĕ.

Палăка хатĕрлеме тата вырнаçтарма укçа-тенкĕпе пулăшас текенсене «Кузнецкий банк» АУО реквизичĕсене пĕлтеретпĕр.

Получатель: НП «Севастополь - Чувашская Республика»

Корреспондентский счет: 30101810200000000707 в ГРКЦ ГУ Банка России по Пензенской области

Расчетный счет: 40703810600160000004

Наименование: Операционный офис ОАО Банк «Кузнецкий» в г.Чебоксары

БИК 045655707, ИНН 2130996403, КПП 213001001, ОГРН 1142100000382

Основание для платежа: пожертвование на Монумент.

Укçа-тенкĕне «Хыпар» хаçатра та ведомоçпа çак йĕркесен авторĕ йышăнать.

Юрий ЛИСТОПАД

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.