Комментари хушас

11 Раштав, 2014

«Сывлăх профилĕ» сывлăха упрама пулăштăр

2014 çулхи июлĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç пахалăхне ÿстерес тата сывлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе йышăнакан хушма мерăсем çинчен» Указ хатĕрленĕ. Хамăрăн тăрăхра «Сывлăх профильне» йышăнассине шăпах официаллă çав документпа килĕшÿллĕн пуçарнă та. Вăл халăхăн пурнăç пахалăхне тата сывлăхне лайăхлатмалли республикăн малашнехи аталанăвĕн стратегийĕ евĕрех.

Ăна çак кунсенче çирĕплетнĕ. Унăн тытăмне çакнашкал пайсем кĕнĕ: «Чăваш Республикинчи медицинăпа демографи лару-тăрăвĕн тĕп енĕсем», «Сывлăха çирĕплетме витĕм кÿрекен факторсем», «Халăхăн пурнăç пахалăхне ÿстерес, сывлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе йĕркелекен мероприятисене информаципе коммуникаци пулăшăвĕпе тивĕçтересси», «Чăваш Республикин халăх сывлăхне сыхлас тата çирĕплетес хутлăхĕнчи приоритетлă тĕллевĕсем». Çак документа хатĕрлемешкĕн влаçăн тĕрлĕ шайĕнчи органĕсем, общество пĕрлешĕвĕсемпе организацийĕсем хутшăннă. «Сывлăх профильне» йĕркелеме Чăваш Ен Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви кăçал кĕркунне республикăра пурăнакан граждансемпе ирттернĕ ыйтăм та пулăшнă: çынсен шухăшне шута илнĕ.

Профиль пирĕн тăрăхри çынсен сывлăх тăрăмĕпе паллаштарнисĕр пуçне ăна витĕм кÿрекен, медицинăпа çыхăнман факторсене те тĕпчет. Вĕсен шутĕнче - пурнăç тата ĕç условийĕсем, производство хутлăхĕ, апатлану, тавралăх уйрăмлăхĕ, пурăнмалли кĕтесри условисем, общество сывлăха сыхлани, пурнăç йĕрки, ĕçпе тивĕçтересси т.ыт.те.

Кунашкал документ çывăх вăхăтрах кашни районăн хăйĕн пулĕ. Муниципалитетсен профилĕсене хăйсен территори уйрăмлăхĕсемпе килĕшÿллĕн, вырăнти факторсене тĕплĕн тĕпчесе хатĕрлĕç. Çакă кашни хутлăхăн демографи лару-тăрăвне лайăхлатма май паракан стратеги планĕ пулĕ.

Ирина ИВАНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.