Паттăр ентешсен ячĕпе - палăк
«Чăваш Ене, Крыма тата Севастополе пулăшакан коммерцисĕр ĕçтешлĕхпе» Чăваш Республикинчи
çар комиссариачĕ республикăра пурăнакансене, организацисене, учрежденисемпе предприятисене чĕнсе калани
Совет çарĕсем 1944 çулта Крыма ирĕке кăларнă чухне Балаклава хулине те нимĕç тата румын захватчикĕсенчен тасатнă. Севастополе фашистсенчен пĕтĕмпех хăтариччен виçĕ эрне, Аслă Çĕнтерÿччен çулталăк ытларах юлнă.
Чăваш Республикин территорийĕ пысăках мар. Çĕршыв картти çинче ăна ытти регионсен хушшинче асăрхаймастăн та. Çапах та чăваш халăхĕн Тăван çĕршывăн никама пăхăнманлăхĕшĕн пынă вăрçăри тÿпи çав тери пысăк.
Балаклава тата Севастополь хулисене ирĕке кăларнă чухне пирĕн ентешсем те паттăрлăхпа палăрнă. Чăваш Енĕн 70 ытла çар çыннине - офицера, сержантпа салтака - Севастополь Герой-хулин «Астăвăм кĕнекине» кĕртнĕ. Вăл йышра - Элĕк районĕнче 1915 çулта çуралнă Мирон Ефимов та. Мирон Ефимович 1939 çулта Ельскри авиаци училищинчен вĕренсе тухнă. Севастополь хулине хÿтĕленĕ чухнехи паттăрлăхпа хăюлăхшăн 1942 çулхи июнĕн 14-мĕшĕнче ăна Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă. Каярахпа - Тинĕс-çар флочĕн авиацийĕн аслă инспекторĕ, гварди полковник. Мускавра пурăннă.
Пăрачкав районĕнчи Сиява салинче çут тĕнчене килнĕ Михаил Павлович Бочкарев вице-адмирал кăçал 95 çул тултарчĕ. Севастопольте пурăнать. Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев шăпах ăна Раççей паспортне чи малтан пачĕ. Хальхи вăхăтра Крымра 4500 чăваш тĕпленнĕ.
2014 çулхи апрелĕн 18-мĕшĕнче, Балаклава тата Севастополь хулисене ирĕке кăларнăранпа 70 çул çитсен, «Чăваш Ене, Крыма тата Севастополе пулăшакан коммерцисĕр ĕçтешлĕх» Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕпе пĕрле Чăваш Ен делегацине Балаклава хулине кайма çулçÿрев йĕркеленĕ. Делегаци Балаклава хулинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçса пуç хунă салтаксен палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хунă, хулана ирĕке кăларнăранпа 70 çул çитнине халалланă парада хутшăннă. Балаклавăра 2015 çулхи май уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Çĕнтерÿ кунĕнче, Чăваш Республикинче çуралса ÿснĕ, асăннă хулана нимĕç-румын фашисчĕсенчен ирĕке кăларнă чухне паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунă 56 ентеш ячĕпе палăк уçма палăртнă. Çак тĕллеве пурнăçлама - палăка хатĕрлеме тата вырнаçтарма - укçа-тенкĕпе пулăшма ыйтатпăр. Ăна «Кузнецкий» банк» АУО реквизичĕпе куçармалла:
Номер лицензии: 609
Корреспондентский счет:
30101810200000000707 в ГРКЦ ГУ Банка России по Пензенской области
Расчетный счет № 40703810600160000004
БИК: 045655707 ОКПО: 09309839
ОКВЭД: 65.12 ОГРН: 1125800000094
ИНН: 5836900162 КПП: 583601001
Наименование платежа: Память
А.МОКРУШИН,
Чăваш Республикин çар комиссарĕ.
Ю.АЛЕКСЕЕВ,
«Чăваш Ене, Крыма тата Севастополе пулăшакан
коммерцисĕр ĕçтешлĕх» ертÿçи.
Комментари хушас