Пуç усмасăр
Ĕрĕхсе кайнă янавара та тытса чарнă
Ачисем, ял-йыш йывăрлăхра хуçăлма паман
«Çын мĕн чухлĕ чăтма пултарать, Турă çавăн чухлĕ йывăрлăх парать теççĕ. Апла манăн пĕтĕмпех тÿссе ирттермелле пулнă», — терĕ Патăрьел районĕнчи Тури Тăрмăш ялĕнче кун кунлакан Светлана Сидорова. Вĕсем юратнă мăшăрĕпе вун пĕр ачана пурнăç парнеленĕ, сакăр ывăлпа виçĕ хĕре тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе ура çине тăратнă. Анчах пурнăçра савăнмаллипе пĕрле хуйхăрмалли те тупăнать. Нуши-терчĕ телейпе юнашарах çÿрет-çке. Пĕр-пĕрне чунран савакан мăшăрăн та пурнăç урапи тикĕс кусман, çемьене инкек хыççăн инкек çапса хуçнă.
«Пĕчĕк хĕрĕмĕр малалла пурăнма вăй парать»
Икĕ хутлă пысăк çурт патне хуллен утатăп. Мана хирĕç çамрăк арçын тухрĕ. «Алексеевсем кунта пурăнаççĕ-и?» — ыйтрăм унран. Кил хуçи Владимир мана пÿрте кĕме сĕнсен ун хыççăн утрăм. Акă мана унăн мăшăрĕпе Татьянăпа пĕчĕк хĕрĕ Милана кĕтсе илчĕç. Сарă çÿçлĕ хĕр пĕрчи кĕрен тĕслĕ кĕпе тăхăннă, юмахри Кĕлпике пекех курăнать. «Тĕссене уйăрма пĕлет те ăна хăех суйларĕ, эпĕ урăххи илесшĕнччĕ. «Çук, çакна туянатпăр», — терĕ», — калаçăва пуçларĕ Татьяна. Пĕчĕкскер хăйĕн çинчен калаçнине илтсен: «Ăхă, хамах суйларăм, хама килĕшнине», — сăмах хушрĕ. Хĕвел пек çиçекенскер савăнăçлă чĕвĕлтетме тытăнсан çывăх çыннисен питĕнче йăл кулă çуралчĕ.