Пуç усмасăр

25 Нарăс, 2016

Ют хĕрарăм патне кайнă упăшкине кĕтет

Етĕрне районĕнчи Чаканарта пурăнакан Лидия Комиссарова упăшка пур çĕртех пилĕк ачапа пĕччен тăрса юласса тĕлĕкре те тĕлленмен. Лидăпа Виктор 2001 çулта паллашнă. Хĕрпе каччăлла çÿренĕ чухне пĕр-пĕриншĕн çуннă вĕсем. 33 çулти хĕрарăм çав саманта паянхи пек астăвать.

21 Кăрлач, 2016

«Ырă çынсен чунĕ юрлать, усаллисен - чулланать»

Çапла шухăшлать вунсакăр çулти Юля Горшкова. «Манăн чун вара яланах юрлать. Шăппăн-шăппăн, эпĕ илтмелле çеç. Чуна туйăм килсен пуçра сăнарлă сăвă йĕркисем çуралаççĕ. Эпĕ юратнă аннепе, хаклă Елчĕк енĕмпе, тăван шкулпа, ачаш чунлă шăллăмпа, çепĕç юратупа, чăн-чăн туслăхпа, ытарайми тăвансемпе çыхăннă туйăмсене шурă хут çине шăрçалатăп. Анчах туйăм яланах килмест.

15 Юпа, 2015

Тĕнче илемне курма пĕлекенĕн ĕмĕре тăсăлнă кĕрешĕвĕ

Пурнăç кăларса тăратнă йывăрлăхсене чăтаймасăр парăнакан сахал-им пирĕн хушăра? Алли-ури пур çĕртех тĕнчене кÿренсе ĕçке ярăнаççĕ, ним ыратман вăхăтрах ĕçлесси пирки шухăшламасăр килте пăлахая персе выртаççĕ. Сусăр мар пулин те ашшĕ-амăшĕн, мăшăрĕн ĕнси çинче ларакан çук-им тата?

8 Юпа, 2015

“Тавах, анне, мана хăварманшăн”

Варта тепĕр чун тĕвĕленсен хĕрарăм чиркÿ еннелле утать, Турăран ачине сывлăх пама ыйтса кĕлĕ тăвать. Сывă пепкине алла тытнă амăшĕнчен телейлĕреххи пур-и вара çĕр çинче? Шел те, яланах шухăшланă пек килсе тухмасть.

Pages