Сусăр тĕпренчĕкĕ 8 çул çеç пурăнассинчен хăранă

9 Нарăс, 2017

Çĕр çине килнĕ чун пурăнма çуралать. Шел те, хăшĕ-пĕрне çут çанталăк сывлăх енчен кÿрентерет. Пĕрисем хăрах алăсăр çут тĕнчене килеççĕ, теприсем кĕске ураллă çуралаççĕ... Мĕн пĕчĕкренех куç курманнипе, хăлха илтменнипе аптăракан та сахал мар. Чĕре айĕнче тĕвĕленнĕ чун çут тĕнчене килни — ашшĕпе амăшĕшĕн чи пĕлтерĕшлĕ пулăм. Канаш районĕнче Çĕнĕ Шелттемре пурăнакан Павловсем те иккĕмĕш тĕпренчĕкĕ çураласса чăтăмсăррăн кĕтнĕ.

Тĕнче йăтăнса аннă пекех туйăннă

Сергейпа Татьяна Павловсем 1986 çулта çемье чăмăртанă. Çулталăкран вĕсен Кристина çуралнă. 1990 çулта Оля çут тĕнчене килнĕ. Тухтăрсем хĕр çуралнине пĕлтерсен ывăл кĕтнĕ хĕрарăм куляннипе куççульпех макăрнă. Пĕчĕкскер кĕçех чирлеме тытăннă. «Турă мана сăлтавсăр пăшăрханнăшăн, çут тĕнчене килнĕ тĕпренчĕке тÿрех кăмăлпа йышăнманшăн вĕрентес терĕ-ши?» — шухăшланă вăл.

— Ольăна, пĕрремĕшĕпе танлаштарсан, йывăртарах çуратрăм. Ача çут тĕнчене килес умĕн пилĕк касса ыратнă вăхăтра вилетĕп пуль терĕм. Çавăнпа шăла çыртса шăппăн чăтса выртрăм. Тухтăр мĕншĕн чĕнменнипе кăсăкланчĕ. Чăтăмлăха кура мана вăл Таня партизанкăпа танлаштарчĕ. Кайран юн кайрĕ, система айĕнче выртрăм, — иккĕмĕш ачине çуратнă вăхăта аса илчĕ ырă чунлă хĕрарăм.

Больницăран тухнă чухне тухтăрсем Татьяна Геннадьевнăна чирлĕ ача çуралнине пĕлтермен. Пĕчĕкскер пĕр уйăх çурăра чирлеме пуçланă. Çулталăк çурăри хĕрне, Кристинăна, никампа та хăварма çуккипе кил ăшшин управçи Ольăна тухтăр патне илсе каяйман, килтех сипленĕ. Виçĕ уйăх иртсен Татьяна Геннадьевна тĕпренчĕкне прививка тутарма больницăна илсе кайма хатĕрленнĕ. Мăшăрĕ хĕр пĕрчине çÿлелле çĕкленĕ чухне ачан куçĕ курманнине асăрханă. Çамрăк амăшĕ упăшкин сăмахне ĕненмен. «Ан сÿпĕлтет-ха, мĕнле суккăр пултăр-ха вăл?» — тенĕ. Ун чухне Ольăн икĕ куçĕ те пачах курманни пирки никам та шухăшламан. Вăл чирлекеленипе тухтăрсем ăна прививка туман. Çулталăкран тин хĕрачан чирĕ палăрма пуçланă. Тухтăрсем амăшĕпе пепкине невропатолог патне янă, кайран офтальмолога кăтартма сĕннĕ. Шурă халатлисем пĕчĕкскер ДЦПпа, амаврозпа чирлине, пуç мимин клеткисем вилме пуçланине пĕлтерсен Павловсемшĕн тĕнче йăтăнса аннăн туйăннă. Тăван тĕпренчĕкĕн йывăр чирне йышăнса малалла пурăнма çемьене мĕн тери йывăр пулнине каласа та, çырса та кăтартаймăн.

— Оля çулталăк тултарсан Шупашкарти больницăсене çине-çинех вырттарчĕç. Кайран направленипе Мускава ячĕç. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче пурнăçĕ çăмăлах марччĕ. Ача пылак çимĕç юрататчĕ. Ун чухне лавккаран сахăр та туянма çукчĕ. Тăвансем мана пĕр курупка шăккалат парса ячĕç. Çавна ачана пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн çитертĕм. Малтан унăн куçĕ ытти çыннăнни пекех ялкăшатчĕ. Пурăна киле катарактăна пула иккĕшне те шур илчĕ. Ахăртнех, Оля ыратнипе, кĕçĕтнипе нушаланнă пулĕ. Аллипе пĕрмай тытнăран куçĕ шала путса кĕчĕ. Хĕрĕм нихăçан та курмассине ăнлансан хытă кулянтăм. Пуçĕ мĕн пĕчĕкренех ыратнă унăн. Аллине пĕрмай пуçĕ патнелле çĕклетчĕ. Çÿçĕ шап-шурă тĕслĕччĕ. Алă çупма вĕренсе çитнĕскер суккăрланасси, утаймасси пирки шухăшлама та пултарайман эпир. Пытармасăр каласан, малтанхи çулсенче унăн кашни çуралнă кунĕнче кулянаттăм, макăраттăм. Халĕ вăл ахаль кун пекех иртет, — чунне уçрĕ Татьяна Геннадьевна.

27 çултискер сĕт çеç ĕçет

Тухтăрсем те йăнăшаççĕ. Вĕсен приговор евĕр янăракан сăмахĕсене ĕненсе миçе çын кулянать-ши? Темĕнле пулсан та пурнăçра асамлăха ĕненме пăрахмалла мар.

— Малтан пирĕн пек диагнозлă ачасем 8 çулччен пурăнаççĕ терĕç. Унтан 13 çула çитме пултарассине пĕлтерчĕç. Юлашкинчен кунашкал чирпе нушаланакан ача 23 çултан иртмессине ĕнентерчĕç. Кун хыççăн кун, çул хыççăн çул иртрĕ. Ольăна пурте хăнăхса çитрĕмĕр. Ăна питĕ юратнăран тухтăрсем каланă сăмахсем тÿрре тухасран питĕ хăраттăм. Тавах Турра, тĕпренчĕкĕм пурăнать-ха. Халĕ вăл 27 çулта, — каласа кăтартрĕ ачисене чунран юратакан хĕрарăм.

Оля сĕт çеç ĕçет. Хĕрача 27 çул çапла пурăннине ĕненме йывăр, анчах, чечек чула шăтарса тухнă евĕр, йывăрлăхсене парăнтарса пырать вăл. Оля кашăк тытма пĕлмест. Вăл сĕте пĕчĕк ача пекех кĕленчерен ĕçет. Хăш чухне ĕмкĕч çăварĕнчен тухса ÿкет, çавăнпа унпа юнашар яланах çын кирлĕ. Павловсем кайса килмелли пур чухне Ольăна пăхма кÿршине ыйтаççĕ.

— Кунне икĕ литр çурă сĕт ĕçет вăл. Урăх нимĕн те çимест. Малтан эпир икĕ ĕне усраттăмăр. Ют çынран туяннă сĕте ĕçтерсен унăн хырăмĕ пăсăлатчĕ. Ĕçрен йăпăртлăха ыйтса тухаттăм та кĕпе-йĕмне улăштарма килеттĕм. 5 çул тултариччен ăна хамăн алă çинче çитертĕм. Виççĕмĕш ачана кĕтнине пĕлсен йывăр пулассине туйрăм, Ольăна çине тăрсах кĕленче тытма вĕрентрĕм, — иртнине аса илчĕ Татьяна Геннадьевна.

Юрă итлет, кĕвĕ ĕнĕрлет

Ольăн хăлхи илтет, вăл çывăх çыннисен ăшăлăхĕпе юратăвне туять. Хĕрача мĕнле те пулин кĕвĕ илтсен ăна кунĕпех ĕнĕрлесе выртма пултарать. Татьяна Геннадьевна каласа кăтартнă тăрăх, хăлхине кĕнĕ юрра хăйĕн чĕлхипе юрлать.

— «Çÿлти Аттемĕр кама юратать, çавна суйлать», — теççĕ. Манăн чирлĕ ача çуралман пулсан, тен, Турă енне часах çаврăнмăттăм. Пĕррехинче чиркĕве кайрăм. Ун чухне вăл çывăхра çукчĕ, Канаша çÿреме тиветчĕ. Çавăн чухне Турă çуртĕнчен питĕ тухас килмерĕ, турăш умне чĕркуçленсе çĕрĕпех кĕлтума хатĕрччĕ. Чиркÿ аякра вырнаçнă май киле каймаллах пулчĕ. Чун ыйтнине пурнăçламаншăн паянхи кун та ÿкĕнетĕп. Тен, хĕрĕме çăмăлрах пулĕччĕ. Виçĕм çул чиркÿре Оля пек чирлĕ ачана куртăм. Вăл хăйĕн ури çинчех тăратчĕ. Çывăх çыннипе калаçма май килчĕ. Çакăн пек диагнозлă ачана вĕсем ура çине мĕнле тăратни кăсăклантарчĕ. Пачăшкă сĕннипе тĕпренчĕкне Турă юнне 40 хутчен сыптарнă. Ĕненÿ вĕсене чирпе малалла кĕрешме пулăшнă. Шел те, ун чухне упăшкан çăмăл машина çукчĕ, Ольăна Канаша автобуспа илсе çÿреймессине пĕлсе çак ĕçе пуçăнмарăм, — ÿкĕнсе калаçрĕ кил ăшшин управçи.

Арçын тĕрекне нимĕнпе те улăштараймăн

Йывăрлăхра çумра ăнланакан мăшăр пурри — телей. Чирлĕ пепкене ача çуртĕнче хăварма хистекен арçын сахал-им? Е тата хăшĕ-пĕри айăпа хĕрарăм çине йăвантарать. Татьяна Геннадьевнăна мăшăрĕ пур енчен те пулăшма, тĕрев пама тăрăшнă.

— Тепĕр чухне кунĕпех ачасене пăхса ывăннăран çĕрле тăма йывăрччĕ. Юнашар выртакан мăшăрăма чавсапа чышаттăм та вăл тăратчĕ, Оля валли сĕт ăшăтатчĕ. «Çывăрас килет, хăвах çитер, ку арçын ĕçĕ мар», — тенине унран пĕрре те илтмен. Çур çĕрте те, талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те ачасене пăхма тăратчĕ. Пĕр-пĕрне ăнланни, йывăр чухне пулăшни темрен паха. Çемьери арçын тĕрекне нимĕнпе те улăштараймăн, — мăшăрĕ пирки ăшшăн калаçрĕ виçĕ ача амăшĕ.

Паллах, çемьери ăнлану арăмĕпе упăшкинчен килет. Пĕр-пĕрне каçарма, тарăхсан вăхăтра лăпланма пĕлни, усал сăмахсемпе кăшкăрашманни хутшăнусене çулран-çул çирĕплетет. Кунашкал мăшăр ачисемшĕн те ырă тĕслĕх пулса тăрать. Вĕсем ашшĕпе амăшне, ытти çынна хисеплеме вĕренеççĕ.

— Пĕррехинче урама уçăлма тухрăмăр. Ольăна кÿмене лартнăччĕ. Кристина юнашарах утрĕ. Ăнсăртран вăл манăн кĕпене пылчăкпа вараларĕ. Пĕчĕкскер вăрçасран хăраса ÿкрĕ. «Анне, эпĕ ÿссен сана çĕнĕ кĕпе туянса парăп», — терĕ. Кăçал аслă хĕрĕм 30 çул тултарать. Пĕр кĕпе кăна мар туянса пачĕ. Кристинăпа мăшăрĕ пире икĕ мăнук парнелерĕç. Кĕçĕн ывăлăм Саша — 21 çулта. Халĕ Шупашкарти электромеханика колледжĕнче вĕренет. Салтака кайса килчĕ. Оля чирлине пула тухтăрсем мана виççĕмĕшне çураттарасшăн марччĕ. Вĕсене итлемерĕм, чĕре айĕнче тĕвĕленнĕ чуна пурнăç парнелерĕм. Çак утăма тунăшăн халĕ чунран савăнатăп, — каласа кăтартрĕ Татьяна Геннадьевна.

Оля калаçаймасть, анчах йăлтах ăн­ланать-тĕр. Вăл çывăх çыннисене ыталама, вĕсен аллине тытса хыттăн чăмăртама пĕлет. Павловсем тăван тĕпренчĕкне ача çуртне кайса парасси пирки нихăçан та шухăшламан. Вĕсем Ольăна ыттисенчен уйăрмаççĕ, вăл мĕнле пур — çавăн пек юратаççĕ.

Павловсен килĕнче хăтлăхпа тирпейлĕх хуçаланаççĕ. Хĕрарăм алли тĕкĕнмен кĕтес çук. Кил-тĕрĕшри сĕтел-пукана килĕшÿллĕ вырнаçтарни тÿрех сисĕнет. Ăшă кăмăллă та тараватлă кил хуçисем сĕтел хушшине лартмасăр ямарĕç. Вĕсен чунĕнче йывăр пулсан та килен-каяна кăтартмаççĕ, хăнасене ăшă кăмăлпа йышăнаççĕ. Павловсем çынпа тан ĕçе çÿреççĕ. Пĕр-пĕрне ăнланакан мăшăр йывăрлăхсене пĕрле парăнтарать.

Любовь ПЕТРОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.