çут çанталăк

20 Çурла, 2014

Çĕр туртăмĕ

Çурла уйăхĕн варринче Краснодар тăрăхĕнче иçĕм çырли пиçсе çитет. Çавна май Таманьре çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче иçĕм çырлипе хĕрлĕ эрех уявне ирттернĕ. Ку регионта иçĕм çырли çитĕнтересси тата унран хĕрлĕ эрех хатĕрлесси экономикăн тĕп отраслĕ шутланать.

9 Утă, 2014

Усăллă хурт-хăмăр

Çĕр çинче пурăнакан миллиона яхăн хурт-кăпшанкăран çыншăн чи усăлли – пыл хурчĕ. Вăл этеме тĕлĕнмелле чаплă, тĕрлĕ чир-чĕртен сыватакан, тутлă пыл парать.

Çĕр çинчи пур халăх та пылăн сиплĕ паллисене ĕлĕкренех пĕлет. Унпа медицинăра анлă усă кураççĕ. Пĕр кашăк пыл – пĕр тумлам сывлăх. Вăл ватти-вĕттишĕн тутлă эмел шутланать, вăй кĕртет, организма чир-чĕртен хÿтĕленме пулăшать. Яппун халăхĕ калашне пыл вăл – çут çанталăк çимĕçĕсен патши.

Pages