çут çанталăк

27 Утă, 2017

Синоптиксем ыранпа виçмине асăрхануллă пулма сĕнеççĕ

Чрезвычайлă лару-тăру министерстви инкеклĕ лару-тăру пирки асăрхаттарать. Ун пек хыпарсене министерствăн республикăри тĕп управленийĕ çынсен карас телефонĕсемпе те систерчĕ.

24 Утă, 2017

Тыркассене шутланă

Кăçалхи çу уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕччен республикăри тыркассене шутланă. Федераци шайĕнчи уйрăмах сыхламалли вырăнта пурăнакансене кĕртмесĕр 1145 чĕр чуна шута илнĕ. Вĕсем республикăн 11 районĕнче тĕпленнĕ. Çĕрпÿри тыркас усравлăхĕнче, "Канаш" сунар хуçалăхĕнче, Етĕрне районĕнче çак чĕр чунăн йышĕ хушăннине палăртнă.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Хушăвĕпе тыркассене 2019 çулхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕччен тытма чарнă.

 

31 Çу, 2017

Вырăнĕ тивĕçтертĕр

Çĕмĕрле районĕнчи Юманай Ялтăра ял тăрăхĕнчи Уйпуç Ялтăра ялĕ çумĕнче йăлари хытă каяш полигонĕ тăвас ыйтăва сÿтсе яваççĕ. Ăна хута ярсан Çĕмĕрле районĕпе хулинчен, кÿршĕ районĕсенчен кунта ăпăр-тапăр турттарма шухăшлаççĕ. Эпĕ çав проекта хирĕç. Мĕншĕн тесен Юманай Ялтăра таврашĕнче — çын йышлă пурăнакан ялсем. Полигон валли пĕтнĕ ялсен вырăнне суйласа илмелле. Сăмахран, Тури Макарин енче çавнашкал ял темиçе те. Çывăхри Хĕрлĕ Чутай вăрманĕн уçланкинче хута ярсан та çынсене сахалрах сиен кÿрĕ.

 

22 Ака, 2017

Шурă юр ташши...

Ака уйăхĕн çурри иртсен номере шурă юр пирки çырма тивессе кам шухăшлама пултарнă? Синоптиксем кĕçнерни кун пирĕн тăрăха хĕл таврăнасса, чăн та, маларахах систернĕччĕ-ха та, пурпĕр ĕненес килмерĕ çакна. Çил-тăман юнкун каçхинех алхасма пуçласса пĕлтернĕччĕ те, чÿречерен тинкернĕ май çывăрма лăпкă чунпах выртрăмăр: мĕн юрĕ, виçĕ пĕрчĕ кăна çаврăнкалать... Хĕл вара, яланхи пекех, ăнсăртран ларчĕ. Ир тăнă çĕре тавралăх шурă хулăн кĕрĕкпе витĕнме ĕлкĕрнĕччĕ.

Pages