Шурă юр ташши...

Ака уйăхĕн çурри иртсен номере шурă юр пирки çырма тивессе кам шухăшлама пултарнă? Синоптиксем кĕçнерни кун пирĕн тăрăха хĕл таврăнасса, чăн та, маларахах систернĕччĕ-ха та, пурпĕр ĕненес килмерĕ çакна. Çил-тăман юнкун каçхинех алхасма пуçласса пĕлтернĕччĕ те, чÿречерен тинкернĕ май çывăрма лăпкă чунпах выртрăмăр: мĕн юрĕ, виçĕ пĕрчĕ кăна çаврăнкалать... Хĕл вара, яланхи пекех, ăнсăртран ларчĕ. Ир тăнă çĕре тавралăх шурă хулăн кĕрĕкпе витĕнме ĕлкĕрнĕччĕ.

Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче хăнăхнă йăлапа канашлу та пухăнмарĕ ирхине — сотрудниксенчен чылайăшĕ ĕçе кая юлса килесси капла та паллăччĕ ĕнтĕ. Троллейбуссем — пăкăра, маршрут автобусĕсем — кĕрт ăшĕнче, çăмăл машинăсем çаврăна-çаврăна ларнă, çул айккине туха-туха кайнисем те пур, общество чарăнăвĕнче пассажирсем хĕл ташши ташлаççĕ. Ахальтен мар, çак кун Шупашкара... Хĕл Мучи те çитрĕ /тен, Çĕнĕ çултанпах кайман та вăл кунтан — пĕр-пĕр чăваш хĕрарăмĕ патĕнче хăналаннă?/.

Никамран ытла çул-йĕр ĕçченĕсене ÿпкев сăмахĕ тиврĕ çак кун. Тен, кăлăхах та — транспорт тасатнă хыççăнах çул юрпа хупланса пычĕ. Ÿпкев сăмахне вара çак кун машинăна çуллахи кустăрма тăхăнтарнă водительсене каламаллаччĕ — кама, мĕне шанса тухнă вĕсем çула? Шăпах вĕсем çивĕчлетрĕç те лару-тăрăва. ÇÇХПИ республикăри управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Енре 102 аварие шута илнĕ. Телее, аманакан пулман. Тепĕр кунах çул-йĕр условийĕсене шута илнĕ водительсем. Инспекторсем Канаш районĕнче пулса иртнĕ 1 инкек пирки кăна пĕлтерчĕç, анчах та унта икĕ çын сывлăх тĕлĕшпе шар курнă.

Шупашкар администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, ятарлă техника çула ирех тасатма тытăннă. Каярахпа унăн шутне те ÿстернĕ — хула урамне ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче техника 185 единици, 1700 ытла рабочи тухнă.

Çакă çутă тĕнчере этемрен вăйли çуккине ĕненес килет те, анчах та çут çанталăк саккуннех пăхăнса пурăнма тивет. Шупашкарта ирттерме палăртнă хăш-пĕр мероприятие урăх вăхăта куçарма тивнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 72 çул çитнине халалланă велочупу ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче иртĕ.

Шупашкар çавăн пекех самолетсем вĕçтерме те, йышăнма та чарăннă — аэродром вăхăтлăха хупăннă. Тĕп автовокзалтан автобуссене çула тухма чарнă.

Телее, шантарнă пекех, çил-тăман талăкран тамалчĕ. Эрнекун ир сап-сарă хĕвелпе кĕтсе илчĕ.

М.МИХАЙЛОВА.

Фото forum.na-svyazi.ru

М.МИХАЙЛОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.