çут çанталăк

5 Нарăс, 2018

«Çанталăк пирĕн тÿсĕмлĕхе тĕрĕслет»

Юр çăвать, куç курми тăман вĕçтерет те — ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çапла каланинчен — çанталăкăн çак условийĕсенче пурнăçпа ĕç-хĕле тивĕçтерес ыйтусенчен — пуçлани ăнсăртран мар. Вăл авари тĕслĕхĕсене сирес, çулсене тасатас енĕпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнма хушрĕ.

17 Кăрлач, 2018

Тилĕ ĕрчет

Çак кунсенче Элĕк районĕнчи Тури Хурасанта пурăнакансем хăйсен тăрăхĕнче тилĕ хунаса кайни çинчен редакцие шăнкăравласа пĕлтерчĕç. «Пĕр каçра 4 чăха тытрĕç», — терĕ кинемей пăшăрханса. Урамрах çÿреççĕ иккен вĕсем. Çитменнине хăрамаççĕ те. Асăннă ялта çеç мар, кÿршĕри Анатри Хурасанта, Шуркассинче, Тури тата Анатри Юлăшра алхасать тискер чĕр чун. Чăх-чĕппе пĕрлех хур-кăвакала та, кăрккана та тиркемест иккен. Ял халăхĕ ĕрчевлĕскере епле пĕтермелли çинчен шухăшлать.

29 Чÿк, 2017

Тăпрана сиен кÿнĕшĕн уголовлă ĕç пуçарнă

Хăй вăхăтĕнче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» çывăхĕнче тем пысӑкӑш шӑршлӑ кӳлленчӗк тӑнине асăрханине республикăри массăлллă информаци хатĕрĕсем тупăшса тенĕ пек хыпарларĕç.

12 Авăн, 2017

Вăрмана кÿнĕ тăкакшăн

Эпир кăçал пыл хурчĕсен çемйисене вăрманта çу каçартăмăр. Çурла уйăхĕнче вĕллесене яла тиесе килтĕмĕр. Влаç органĕсем ирĕк памасăрах уçланкăпа усă курнă тесе штраф тÿлеттерчĕç. Тĕрĕс турĕç-ши?

8 Авăн, 2017

Ырра-и, усала-и – улмуççи чечеке ларчĕ

Кăçалхи çанталăк чăннипех питĕ хăйне евĕр. Çĕртме, утă уйăхĕсенче çумăр чылай çурĕ. Утă уйăхĕн иккĕмĕш çурринче кăна ăшăтрĕ. Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче вара çиçĕм çиçрĕ, аслати авăтрĕ.

Pages